Четверг, 25 апреля

Вилĕм ăçта сутнине пĕлтер!

Чăваш Енре, çав шутра пирĕн районта та, ноябрĕн 12—23-мĕшĕсенче «Вилĕм ăçта сутнине пĕлтер!» акцин иккĕмĕш тапхăрĕ иртет. Акцин тĕп тĕллевĕ — наркотик тата психоактивлă хутăшсен саккунсăр çаврăнăшне пÿлесси. Вунăкунлăх вăхăтĕнче республикăра наркомани ыйтăвĕпе профилактика ĕçĕсем иртеççĕ, наркотикпе «туслашма» ĕлкĕрнисене сывалма пулăшасси те — малти вырăнтах.
Акци вăхăтĕнче район территорийĕнче пурăнакансем шанăç телефонĕсем çине 8/8352/58-33-33 номерпе ЧР ШĔМĕн Наркотĕрĕслев управленине, 5-14-17 номерпе муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăма шăнкăравласа наркотиксемпе ăçта усă курни тата ăна ăçта сутни çинчен анонимлă майпа пĕлтерме пулать. Çавăнпа пĕрлех Комсомольски тĕп больницин врач-наркологĕ Л.Ярышева патне çитсе е 5-24-37 номерпе шăнкăравласа консультаци тата квалификациллĕ пулăшу илме те май пур. Йĕрке хуралçисем çынсем хастар пуласса, вилĕме ăçта сутнине пĕлтерессе шанаççĕ.
И.АВДЕЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *