Çĕнтерÿ ялавĕ айĕнче

Çĕнтерÿ ялавĕ айĕнче

Çулсерен Аслă Çĕнтерÿ кунĕ умĕн шкул ачисем районти ял-ял витĕр Çĕн-терÿ ялавне йăтса утаççĕ. Черетпе кашни шкула, кашни ялах çитет çак ялав. Районта ака уйăхĕн вĕçнелле «Çĕнтерÿ ялавĕ умĕнчи часовой» акци иртет. Ялав çине 150-мĕш дивизи тесе çырни аякран курăнать. Шăпах çак дивизи ялавне 1945 çулхи ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче Рейхстаг çине çĕкленĕ салтаксем.
Пирĕн отряд ачисем Çĕнтерÿ ялавĕ айĕнче миршĕн кĕрешнĕ ентешсем пулнă-ши тесе кăсăкланчĕç. Стрелоксен 150-мĕш дивизийĕнче Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсем Чăваш тăрăхĕнчен çирĕм çынна яхăн иккен. Комсомольски районĕнчен вара пурĕ 4 çын ятне тупса палăртрăмăр.
Николаев Арсентий Николаевич /Михайлович/ Тăманлă Выçли ялĕнче 1925 çулта çуралнă. Стрелоксен 150-мĕш дивизийĕнче Арсентий Николаев кĕçĕн сержант снайпер пулса çапăçнă. 1943 çулхи раштавăн 20-мĕшĕнче Калинин облаçĕнчи Невель районĕнчи Зызы ялĕ патĕнче пĕр хаяр çапăçура пуçне хунă, ăна унтах пытарнă.
Можаев Василий Николаевич ефрейтор та стрелоксен 150-мĕш дивизийĕнче тăшманпа çапăçнă. Вăл Хирти Сĕнтĕр ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1943 çулхи раштавăн 21-мĕшĕнче Калинин облаçĕнчи Невель районĕнчи Игнаткино ялĕ патĕнчи çапăçура вилмеллех аманать. Малтан салтака унтах пытараççĕ, каярах вил тăприне Турки-Перевоз ялĕнчи мемориала куçараççĕ.
Манзуркин Павел Тимофеевич 1925 çулта Кивĕ Сĕнтĕр ялĕнче çуралнă. Каччă 17 çултах вăрçа кĕрет. 1942 çулхи раштавăн 16-мĕшĕнче стрелоксен 150-мĕш дивизийĕн 469-мĕш полкри 20-мĕш батальонăн 4-мĕш ротин снайперĕ, çамрăк ефрейтор тăшманпа паттăрла çапăçать. Чичириха ялĕ /Вологда облаçĕ/ патĕнче нимĕçсен 2 пулемет точкине тата тăшманăн 7 салтакне тĕп тунăшăн 3-мĕш степеньлĕ «Мухтав» орденне тивĕçет. 1944 çулхи ака уйăхĕнчи çапăçура хăюлăх кăтартнăшăн, нимĕçсен пулемет точкине тата снайперне пĕтерсе хăйĕн взводне палăртнă вырăна вăхăтра çитме май туса панăшăн командовани ентеше «Паттăрлăхшăн» медальпе чыслать. Павел Тимофеевич 1944 çулхи çĕртмен 23-мĕшĕнче Калинин облаçĕнчи Пустошкински районĕнчи Михеево ялĕ патĕнчи пĕр хаяр çапăçура пуçне хурать. Ăна Золотцо ялĕ çумне пытараççĕ.
Ананьев Леонид Максимович 1893 çулта районти Нĕркеçре çуралнă. Вăрçăн малтанхи кунĕсенчех çапăçăва кĕнĕ хĕрлĕармеец. Тăван çĕршыва чыслăн хÿтĕленĕ. 1944 çулхи пуш уйăхĕн 3-мĕ-шĕнче Калинин облаçĕнчи Пустошкин- ски районĕнчи Рокачино ялĕ патĕнчи пĕр тан мар çапăçура пуçне хурать.
Ентешсемпе эпир мухтанатпăр. Хăюллă та хастар пулнă вĕсем. 1945 çулхи апрелĕн 30-мĕшĕнче150-мĕш дивизи хăйĕн ялавне Рейхстаг çине çĕклеме пултарнинче пирĕн ентешсен тÿпи те пысăк. Паянхи кун Çĕнтерÿ ялавĕ айĕнче утакан шкул ачисем ентешсен ячĕсене асра тытса вĕсемпе мăнаçланса утчăр. Шел пулин те, кашни салтакăн сăнÿкерчĕкне тупаймарăмăр эпир. Тăманлă Выçли ялĕнче çуралса ÿснĕ Арсентий Николаевăн сăнÿкерчĕкне тупма тăванĕ Владимир Вячеславович Николаев пулăшрĕ. Вулакансем пулăшнипе ыттисен сăнÿкерчĕкĕсене те тупасса шанас килет. Енчен те сирĕн килте асăннă салтаксен сăнÿкерчĕкĕсем пур, е вĕсем ăçта пуррине пĕлетĕр пулсан, редакцие пĕлтерме ыйтатпăр.
Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнчи шыравçăсен «Наследие»отрячĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *