Пятница, 26 апреля

Виçĕмĕш вырăнта

Виçĕмĕш вырăнта

Чăваш Ен аграрийĕсем çĕрулми туса илес енĕпе федерацин Атăлçи округĕнче виççĕмĕш вырăн йышăннă.
Муниципалитет районĕсен администрацийĕсен кăтартăвĕсем çирĕплетнĕ тăрăх — республикăри ял хуçалăх организацийĕсем тата хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем кăçал 144,1 пин тонна çĕрулми туса илнĕ. Вăтам тухăç — гектартан 185,1 центнер.
Çĕр улми пухса илес енĕпе уйрăмах Куславкка /21,4 пин тонна/, Патăрьел /21,2 пин тонна/ тата Комсомольски /20,9 пин тонна/ районĕсем палăрнă. Çак виçĕ район ял хуçалăх организацийĕсем тата хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем туса илнĕ çĕрулмин 44 процентне йышăнаççĕ.
Кăçал çанталăк савăнтармарĕ пулин те /республикăра тăпра типнĕрен чрезвычайлă лару-тăру режимне çирĕплетнĕччĕ/ Чăваш Республики çĕрулми калăпăшĕпе федерацин Атăлçи округĕнче виççĕмĕш вырăн йышăнма пултарнă. Малта —Чулхула облаçĕ тата Тутарстан Республики.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *