Воскресенье, 14 июля

Пĕрремĕш ача çуралсан

Пĕрремĕш ача çуралсан

Пĕрремĕш ачине çуратнă ашшĕ-амăшне пепки çулталăк çурă тултариччен уйăхсерен пособи параççĕ тенине илтрĕмĕр. Пособие камсем тивĕçеççĕ-ши тата мĕнле документсем хатĕрлемелле;
Мария КРАСНОВА.
Вулакан ыйтăвĕ çине районти социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Ираида Никитина хуравлать:
— Районти социаллă хÿтлĕх пайĕ пĕрремĕш ача çуралнăшăн уйăхсерен паракан укçана илсе тăрас текенсенчен заявлени йышăнать. Хальлĕхе çак пособие илсе тăма 38 çемье заявлени çырнă, вĕсенчен 34-шне 1930,6 пин тенкĕлĕх пособи тÿленĕ.
Аса илтеретпĕр, çак социаллă пулăшупа çемьери кашни çын çине пурăнмалли чи пĕчĕк 1,5 виçерен сахалрах тупăш лекекен çемьесем илсе тăма пултараççĕ. Енчен те çемьери кашни çын çине 13995 тенкĕрен ытларах лекет пулсан, çак пулăшупа усă курма çук. Виçĕ çынран /ашшĕ, амăшĕ тата ачи/ тăракан çемьен уйăхри пĕтĕмĕшле тупăшĕ 41985 тенкĕрен пысăкрах пулмалла мар. Кашни уйăхра паракан пособи кăçал 8910 тенкĕпе танлашать.
Енчен те сирĕн 2018 çулта пĕрремĕш ача çуралнă пулсан çак пособие илме нумай функциллĕ центра е районти социаллă хÿтлĕх пайне заявлени çырмалла. Çакна тума паспорт, ача çуралнине ĕнентерекен хут тата çемьен 12 уйăхри тупăшне кăтартакан справка кирлĕ. Укçана ача 1,5 çул тултариччен тÿлеççĕ.
Тĕплĕнрех ЧР Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерствин сайтĕнче, ЧР социаллă порталĕнче тата социаллă хÿтлĕх пайĕн информаци стендĕнче вуласа пĕлме пулать.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *