Вторник, 23 апреля

Организм наркăмăшĕ – алкоголь

Организм наркăмăшĕ – алкоголь

Спирта чылай чух продукт теме пăхатпăр, анчах та капла калани пысăк йăнăш шутланать. Ăсчахсем: «Спирт вăл — витĕмлĕ наркотик, наркăмăш», — теççĕ. Алкоголь этемĕн кашни органне, çав вăхăтрах пĕтĕм организмне сиен кÿрет. Енчен çын сывлăх енчен çирĕпрех пулсан, организм майĕпен, вăхăт иртнĕçем арканать. Сăмах май, организм епле арканасси çын мĕн вăхăт тата мĕн чухлĕ ĕçнинчен чылай килет. Сывлăх енчен хавшак çын алкогольлĕ шĕвекпе иртĕхме тытăнсан, сывă мар орган хăйĕн çинчен часах систерме пуçлать, каярах, сипленмесен, сиенлĕ йăларан хăтăлмасан, вилĕмпе вĕçленет.
Çулсерен Чăваш Республикинче алкогольпе тата вĕсен суррогачĕсемпе наркăмăшланса вилнĕ тĕслĕхсем сахал мар. Шупашкар хули — кăтартупа малти вырăнта. Процент шайĕпе калас пулсан, вăл 56-па танлашать. Статистика тăрăх, тĕп хуламăрта 2015—2017 çулсенче тата 2018 çулăн 9 уйăхĕнче алкогольпе тата вĕсен суррогачĕсемпе наркăмăшланнă 524 çынна шута илнĕ. Шел пулин те, вилекенсем те пур. Вĕсен шучĕ — 241 çын. Çапах та юлашки çулсенче алкогольпе тата вĕсен суррогачĕсемпе наркăмăшланса вилнисен шучĕ чакни палăрать. Ку — ырă пулăм. Тĕслĕхрен, 2015 çулта вĕсен шучĕ 21-пе танлашнă пулсан, 2017 çулта — 10 çын. Наркăмăшланнисен ытларах пайĕ, 80,5 проценчĕ, арçынсем.
Чылай чухне наркăмăшланнин сăлтавĕ — тĕрлĕрен тĕслĕ эрех ĕçни /65,3 процент/. 2017 çулта этил спиртне ĕçнине пула 46 çын вилнĕ. Асăннă тапхăрта метил спирчĕпе 29 çын наркăмăшланнă пулсан, вĕсенчен 17-шĕ çут тĕнчепе ĕмĕрлĕхех сывпуллашнă. 2018 çулăн 9 уйăхĕнче вара метил спирчĕпе республикăра пурăнакан 19 çын наркăмăшланнă, вĕсенчен 18-шĕ вилнĕ.
Палăртман шĕвексене тутанакансем те тупăнсах тăраççĕ /30,6 процент/. Паллах, телее, вĕсен шучĕ нумай мар. Тĕслĕхрен, 2015 çулта техника спиртне ĕçсе наркăмăшланнă 1 тĕслĕхе шута илнĕ пулсан, çав вăхăтрах тепĕр 2 тĕслĕхĕ чÿрече çăвакан шĕвек, 2017 çулта шута илнĕ 1 тĕслĕх вара этлен-гликоль тата тормоз шĕвекĕсемпе çыхăннă.
Наркăмăшланнисен йышĕнче 14 çул тултарман ачасемпе çул çитмен çамрăксем пурри — чи хăрушши. 2017 çулта алкогольпе тата суррогат шĕвекĕсем ĕçсе 20 çамрăк наркăмăшланнă /13 арçын ача, 7 хĕрача/. Шута илме: 2016 çулта 34 ача /21 арçын ача та 13 хĕрача/, 2015 çулта 18 çамрăк /8 арçын ача та 10 хĕрача/.
Алкоголь вăл — наркăмăш çеç мар, чи хăрушши вара — ăна стресспа пĕчченлĕхрен хăтăлас шутпа этем хăй шутласа кăларни. Алкоголь, кирек епле виçепе ĕçсен те, питĕ сиенлĕ. Чи пахи — сывă пурнăç йăлине пăхăнса ăна тытса пыни!
А.ИСАЕВА хатĕрленĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *