Воскресенье, 21 апреля

Квитанци алăра, тÿлемелле! Мĕншĕн!

Квитанци алăра, тÿлемелле! Мĕншĕн!

Çÿп-çап ыйтăвĕ яланах калаçтарать. Хыт каяшсене турттарса тухас ыйту çивĕччисен шутĕнче. Йăлари хытă каяшсене пухасси пирки яланах калаçатпăр, çыратпăр пулин те, çул-йĕр уçăмланнă теме иртерех пулмалла.
Хаçат страницисенче пĕрре анчах мар, октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа республикипех, çав шутра пирĕн районта та, çÿп-çап пухмалли çĕнĕ йĕрке çине куçассине çыртăмăр. Регион операторĕ кам пулнине те палăртрăмăр. «МВК «Экоцентр» общество — районти хыт каяшсене илсе тухассишĕн яваплă организаци. Пирĕн тăрăхра тÿрреммĕн ăна пăхăнса тăраканни — «Полигон» ООО. Вăл паянхи куна район территорийĕнче ĕçлет пулин те, çынсем нумай çĕртен автомашинăсем çÿп-çап илсе тухманнипе кăмăлсăр. Сăлтавĕ мĕнре-ши? Автомашинăсем кашни вырăна çитсе ĕлкĕреймеççĕ-ши е…
Пĕтĕмĕшле калас пулсассăн, район центрĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсен çывăхĕсенче вырнаçтарнă контейнерсенчен хыт каяшсене вăхăтра турттарса тухаççĕ-ха. Уйрăм çуртсенче пурăнакансем вара октябрь уйăхĕнче нимĕнле автомашина килнине те курман теççĕ. Кун пирки хаçат редакцине çине-çинех шăнкăравласа пĕлтерчĕç.
Пурин те пĕр ыйту: «Мĕншĕн тÿлемелле? Хыт каяшне пĕрре те илсе тухман».
Çак кунсенче вара почтальонсем çÿп-çапшăн тÿлемелли квитанцисене килрен салатса панă хыççăн районта пурăнакансен татах та вун-вун ыйту çуралать.
Çынсем хыт каяшсене вăхăтра илсе тухсассăн, паллах, тÿлеме хирĕç мар. Анчах та турттарса тухман «мусоршăн» укçа-тенкĕ тÿрех кăларса парас килмест, паллах. Акă, сăмахран, тата квитанцисенче çынсен шутне те тĕрĕс мар палăртни тĕл пулать иккен. Пĕри пĕччен пурăнать пулсассăн, ăна икĕ çыншăн тÿлеме ыйтаççĕ. Тата ытти те. Квитанци çинче ыйтса пĕлмелли телефонсен номерĕсене палăртнă-ха. Анчах та икĕ номерпе шăнкăравласа та хурав илеймерĕмĕр.
Çавăнпах пулĕ ялта пурăнакансен хуравне тупаймасăр хаçат редакцине шăнкăравлаççĕ.
Ял çыннисем кăмăлсăр пулнин сăлтавĕ паллă ĕнтĕ. Ялсенче пурăнакансемшĕн квитанципе килĕшÿллĕн тÿлесси пушшех те çăмăл мар. Уйрăм хуçалăхпа пурăнакансен кил-çуртĕнчен хыт каяшĕ сахал тухать.
— Хутсене, вут-шанкине мунчара çунтаратпăр, пахча çимĕç, апат юлашкисене выльăх-чĕрлĕх çиет. Апла пулсассăн, мĕншĕн тÿлемелле-ши; — терĕç Аслă Чурачăкри пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче ларакан кинемейсем.
Çÿп-çап ыйтăвĕ çав териех калаçтарать пулин те, йĕркене пăхăнса китанципе килĕшÿллĕн тÿлемеллех. Тĕплĕнрех информаципе «Экоцентр МВК» сайтĕнче /https://mvkecocenter.ru/ паллашма пулать.
Çын пуçне çулталăкра 2,02 кубла метр каяш пухăнассине тĕпе хунă. Пĕр кубла метр 442,22 тенкĕпе танлашĕ. Çын пуçне пĕр уйăхра 74,44 тенкĕ тÿлемелле. Уйăхне мĕн чухлĕ тÿлемелли хваттерте е çуртра миçе çын пурăннинчен килет.
Ыйтăва кăштах та пулин уçăмлатас тесе Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Олег АБРОСИМОВПА çыхăнтăмăр.
— Паянхи куна, хыт каяшсене турттарса тухассине кирлĕ пек йĕркелесе янă теме иртерех. «Полигон» ООО май килнĕ таран хыт каяшсене илсе тухать. Вĕсене кашни кил умĕнчен çÿп-çап миххисене чăннипех те пуçтарса çÿреме кансĕр. Çавăнпа та çитес вăхăтра урамсенче контейнерсем лартма ятарлă вырăнсем пулĕç. Ку енĕпе ĕçлеме пуçланă. Çавăнпа та кăштах чăтăмлăх кирлĕ. Хыт каяшсене турттарса тухнăшăн вара кашни çыннăн тÿлемелле. Квитанцире палăртнă укçа-тенке вăхăтра хывмасассăн, пени тÿлеме тивет. Çавăнпа та пĕр-пĕрне ăнланмалла. Лару-тăру çитес вăхăтра уçăмланатех, — терĕ вăл.
А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *