Эх, улмаçăм-çĕрулми, эсĕ маншăн чи тутли

Эх, улмаçăм-çĕрулми, эсĕ маншăн чи тутли

Чăваш Республикин Культура, национальноç тата архив ĕçĕсен министерстви çулталăкра вун-вун конкурс йĕркелет. Конкурссене районти культура учрежденийĕсен коллективĕсем те тăтăшах хутшăнаççĕ.
Сăмахран, кăçал культура тата искусство сферисенчи инновацилле проектсен конкурсне йĕркеленĕ. Унта республикăри чылай коллектив хутшăннă. Конкурс çĕнтерÿçисем хушшинче районти централизациленĕ клуб тытăмĕ те пур. Культура ĕçченĕсем «Эх, улмаçăм-çĕрулми!» район фестивалĕ» проектпа конкурсра палăрнă. Коллектив Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне — 100 пин тенкĕне — тивĕçнĕ.
Проекта еплерех хатĕрленипе тата ăна хăçан пурнăçа кĕртессипе хаçат вулаканĕсене «Эх, улмаçăм-çĕрулми!» проект ертÿçи Мария Илларионова паллаштарать.
— Çĕрулми — иккĕмĕш çăкăр тесе ахальтен каламастпăр. Вăл кашни кун пирĕн сĕтел çинче. Мĕн тĕрлĕ кăна апат-çимĕç хатĕрлеместпĕр пулĕ çĕрулмирен: яшкана яратпăр, ăшалатпăр, типĕтетпĕр, кукăль ăшлăхĕ хатĕрлетпĕр тата ытти те. Унран тутли тата мĕн пур-ши? Çĕрулми сĕтел çинче çав тери хисеплĕ вырăнта пулнине шута илсе эпир «Эх, улмаçăм-çĕрулми!» район фестивалĕ» проект хатĕрлерĕмĕр. Кашнин шухăшне шута илсе ĕçе хăйне евĕрлĕ, кăсăклă турăмăр. Кунта пĕтĕмпех шута илнĕ. Районта çĕрулмине пысăк тухăçпа пуçтарса илнине, вăл хуçалăхсене аван тупăш панине те проектра туллин çутатнă. Сăмахран, «Слава картофелю» агрофирма, «Комсомольские овощи» ООО, «Рассвет», «Дружба», ЯХПКсем, «Сюрбеево» ООО, «Урожай» колхоз, Самаринăн фермер хуçалăхĕ кăçал 18212 тонна çĕрулми пуçтарса илнĕ. Иртнĕ çулсенче те иккĕмĕш çăкăр пире тухăçпа савăнтарнă. Пирĕн районта элита вăрлăх çитĕнтерес енĕпе те сахал мар ĕçлеççĕ. Çынсем килти хуçалăхри вăрлăхсене те çĕнетсех тăраççĕ. «Кĕр парни — 2018» ярмăрккара та «Слава картофелю» агрофирма сĕнекен çĕнĕ йышши çĕрулми вăрлăхĕсене районта пурăнакансем хапăлласах туянчĕç. Апла пулсассăн, «Эх, улмаçăм-çĕрулми!» фестиваль те район çыннисемшĕн кирлех тесе шутлатпăр.
— Мария Алексеевна, фестиваль мĕнпе пуян пулĕ?
— Чи малтанах каласа хăвармалла, çĕрулми фестивальне ноябрĕн 17-мĕшĕнче район центрĕнче йĕркелетпĕр. Вăл 11 сехетре пуçланать. Фестивальте çĕнĕ вăрлăхсен «Çĕнĕ вăрлăх пирки шутласа» курав пулĕ. «Çакă çĕрулми-и?» выставкăра ачасен ĕçĕсемпе паллашма çеç мар, вĕсене хаклама та пулать. Сăнÿкерчĕксен выставки те ял çыннисемшĕн кăсăклă пуласса шанатпăр. Çавăн пекех çак кун çĕрулмирен хатĕрленĕ тĕрлĕ апат-çимĕçе те тутанса пăхма пулĕ. Уява, паллах, конкурссемпе, пултарулăх коллективĕсен юрри-ташшипе илемлететпĕр. «Эх, улмаçăм-çĕрулми!» фестивале пурне те хапăл туса кĕтетпĕр! Çитсе курăр. Пĕрле юрласа, ташласа савăнăпăр, апат-çимĕç продукцине хаклăпăр, пысăк тухăçлă элита вăрлăхсене те туянăпăр!
А.ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *