Понедельник, 7 октября

Шкул ачисем яланах çĕнĕ хум çинче

Шкул ачисем яланах çĕнĕ хум çинче

Шкул ачисен пурнăçĕ тулли те интереслĕ пулни вĕсене тĕрлĕ енлĕ аталанма пулăшать. Вĕсем пĕлĕве анлăлатаççĕ, çĕнĕ тус-юлташсемпе паллашаççĕ, пушă вăхăта яланах усăллă та паха ирттереççĕ. Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче вĕренекенсем вара пурнăç кун-çулĕнчен юлмасăр аталанаççĕ. Кунта вĕренекенсем яланах шыравра. Вĕсем республикăри, районти пур мероприятисене те хутшăнаççĕ. Акă, иртнĕ эрнере Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче Раççейри шкул ачисен юхăмĕн фестивалĕ иртрĕ. Шкулта Леонид Борисов ячĕпе хисепленекен «Çĕнĕ хум» юхăм 3-мĕш çул ĕçлет. Çак вăхăтра вĕренекенсем опытне пуянлатма, пĕлĕвне тарăнлатма ĕлкĕрнĕ. Ыттисен вĕсенчен тĕслĕх илмелли пурах. Çакна фестивальре пулса курнă май уççăнах çирĕплетме пултаратăп.
Фестивале шкул директорĕ Альберт Борисов уçрĕ, вăл кĕскен Раççейри шкул ачисен юхăмĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Регионти ачасен юăхăмĕн координаторĕ Наталья Иванова вĕренекенсене фестивале пуçтарăннă ятпа саламларĕ, вĕренÿре, кулленхи пурнăçра яланах ăнăçу, çирĕп сывлăх сунчĕ.
— Çĕнĕ Мăрат вăтам шку-лĕнчи ачасем пурнăç уттинчен юлмасăр аталанаççĕ. Вĕсем фестивальсене, конкурссене хутшăнаççĕ, çитĕнĕвĕсем те сахал мар. Пĕр сăмахпа каласассăн, вĕсем нимĕнрен те хăрамаççĕ. Маттур. Эсир чăннипех те Раççейри шкул ачисен юхăмĕн чи хастар активисчĕ- сем, — терĕ Наталья Владимировна.
Фестивале районти 11 шкултан килсе çитнĕ ачасемпе педагогсем хутшăнчĕç. «Çĕнĕ хум» юхăмăн вĕренекенĕсем хăйсен пурнăçĕпе туллин паллаштарас тесе çак кун тăватă ушкăнпа ĕçлерĕç. Пĕрремĕш лапамра ачасем çарпа патриотизм темине çутатрĕç. Кунта «Наследие» ушкăн шыравçисем, Валентина Филиппова ертÿçĕ тĕрлĕ çар экспедицийĕсене хутшăннине, тĕрлĕ вырăна тухса çÿ- ренине туллин каласа пачĕç.
Тепĕр лапамра ĕçлекен ачасем шкулта «Новая волна» хаçата епле кăларнипе, видеороликсем хатĕрленипе, социаллă сетьсенче ятарлă страницăсене епле ертсе пынипе туллин паллаштарчĕç, ачасен ыйтăвĕсем çине те хуравларĕç. Шăпах çак уйрăмра модератор пулнăран, «Каçал ен» хаçат ĕç-хĕлĕпе те паллаштартăм. Вăл еплерех калăпланни, авторсемпе мĕнле çыхăну тытни, материалсене епле пухни — ачасемшĕн кăсăклă пулчĕ.
Граждан темине çутатакан лапамра та ĕç кал-кал пычĕ. Регионти «Симĕс хула» обществăлла организаци ертÿçи Федор Алексеев, район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн методисчĕ Снежана Ласточкина тĕрлĕ ыйтăва хускатрĕç. Волонтерсен ĕçне сÿтсе яврĕç, малашнехи ĕçсен планне палăртрĕç.
Ачасене тĕрлĕ енлĕ аталанма пулăшакан лапама Наталья Иванова ертсе пычĕ. Вăл Раççейри шкул ачисен юхăмĕ республикăра епле атланнипе паллаштарчĕ. Вĕренекенсемпе аталану ыйтăвĕсене сÿтсе явнипе пĕрлех вăйăсем ирттерчĕ. Вăл çеç-и, ачасем пурте пĕрле тĕрлĕ хусканусем тума та вĕренчĕç.
Фестивальте пĕлмелли, вĕренмелли сахал мар пулчĕ. Çакна юлашкинчен кашни вĕренекен, педагог çирĕплетрĕ. Вĕсем Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн ачисем чăннипех те тĕрлĕ енлĕ аталаннине, вĕсенчен тĕслĕх илмеллине палăртрĕç. Апла пулсассăн çитес вăхăтра ытти шкулсенче те ачасен юхăмĕ ĕçлеме пуçласса шанатпăр.
Наталья ИВАНОВА,
Раççейри шкул ачисен юхăмĕн регионти координаторĕ:
— Республикăра шкул ачисен юхăмĕ ĕçлени вĕренекенсене обществăлла ĕçе татах та хавхалануллăрах кăмăлпа хутшăнма пулăшать. Сăмахран, Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче вĕренекенсем пур çĕрте те маттур. Вĕсем шырав ĕçĕсене хутшăнаççĕ, хаçат кăлараççĕ, социаллă сетьсенче страницăсем ертсе пыраççĕ, видеороликсем хатĕрлеççĕ, йывăç-тĕм лартаççĕ тата ытти те. Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕ — районта шкул ачисен юхăмне йĕркеленĕ пĕртен пĕр шкул. Вĕсем республика шайĕнче палăрма ĕлкĕрнĕ, 2016 çулта вĕсем Раççейри шкул ачисен юхăмне чи лайăх аталантаракан шкул ятне тивĕçрĕç. Фестиваль çÿллĕ шайра иртрĕ. Ачасем хăйсен пархатарлă ĕçĕсене тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пачĕç. Маттур!
А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *