24 ача çуралнă

24 ача çуралнă

Кăçалхи октябрь уйăхĕнче районти ЗАГС уйрăмĕнче 24 пепке çуралнине регистрациленĕ, вĕсенчен 9-шĕ — арçын ача, 15-шĕ — хĕр ача. Пĕлтĕрхи çак уйăхра 19 ача çуралнă пулнă. Икĕ ачан ашшĕ камне çирĕплетсе документ хатĕрленĕ.
Савăнăçлă лару-тăрура 7 мăшăр пĕр-пĕрне ĕмĕр-ĕмĕр юратма тупа туса çемье çавăрнă. Ку пĕлтĕрхи октябрь уйăхĕнчи кăтартуран чылай пысăк пулни, паллах, савăнтарать /пĕлтĕр — 3/. Мăшăрланакан арçынсем вăтамран — 25—34 çулта. Хĕрсем вара 18—24 çулсенче венчет çĕрри тăхăнаççĕ. Çавăн пекех çак уйăхра ноябрь—декабрь уйăхĕсенче çемье çавăрас текенсенчен 10 заявлени йышăннă.
Çемье пурнăçĕ пĕр тикĕс килмест. Йывăрлăхсене пĕрле çĕнтерме май килменни, шел пулин те, хăш чухне мăшăрсене уйăрать. Октябрьте 4 çемье арканнă, çав шутра 2 мăшăр суд урлă уйрăлнă.
Районта çуралакансен шучĕ вилекенсенчен ытларах пулни пăшăрхантарать. Октябрь уйăхĕнче 31 çын пурнăçран уйрăлнă /пĕлтĕрхи çак тапхăрта — 32/.
О.ФЕДОТОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *