Вĕсем пĕçерекен кукăль, торт тутлăрах

Вĕсем пĕçерекен кукăль, торт тутлăрах

Райпо системине кĕрекен «Производство комбиначĕ» тулли мар яваплăхлă пĕрлешÿ 2011 çулта хута кайнă. Çичĕ çулта вăл миçе пин-пин çынна тутлă кукăль-пÿремечпе, торт е çавăн йышши ытти пылак çимĕçпе савăнтарман-ши? Предприятире тăрăшакансен продукцине туй-çăнăхта, çуралнă кун сĕтелĕ çинче те час-часах курма пулать.
— Хатĕр продукцие çынсем хаваспах туянччăр тесе тăрăшатпăр. Эпир хатĕрлекен, пĕçерекен апат-çимĕçе хапăлласси пирĕн ăсталăхран, ĕç калăпăшĕн пахалăхĕнчен нумай килет. Халăх ыйтăвне туллин пурнăçлама тăрăшатпăр, вĕсен сĕнÿ-канашĕсем пирĕншĕн яланах малти вырăнта, — терĕ асăннă предприяти директорĕ Минехания Садртдинова.
Предприяти ĕçлеме пикенсенех кунта 30 тĕрлĕ продукци хатĕрленĕ пулсан, халĕ вĕсен йышĕ самай ÿснĕ. Кондитер изделийĕсен ассортименчĕ те пуян. Тĕслĕхрен, çурма фабрикатсене тата гриле Валентина Галелтдинова хатĕрлет. Кондитер изделийĕсене вара чи маттур та ăста алăллă хастарсене, Елена Венедиктовăпа Неля Кушаевăна, шанса панă.
— Пылак апат-çимĕçе ача-пăча питĕ юратать. Пирĕн пата хитре те тутлă торт пĕçерме ыйтса час-часах килеççĕ. Малтанхи вăхăтра хамăр фантазие тĕпе хурса хатĕрленĕ пулсан, халĕ туянакан ыйтăвне туллин тивĕçтерес тетпĕр, — тет йăл кулса Елена Викторовна кондитер.
Гелие Самарина кукăль ăшне хумалли хатĕрлет. Мĕн тĕрли кăна çук пулĕ? Хатĕр ăшлăхран Венера Акшова, Гельфия Фасхутдинова тата Альбина Хамбикова кукăльсем тă-ваççĕ. Кунта технологие çирĕп пăхăнса ĕçлеççĕ. Вĕсене ку енĕпе Гюзелия Ямальтдинова пулăшать. Хатĕр продукципе райпо магазинĕсене кăна мар, юнашар районти Елчĕк, çавăн пекех Тутарстан Республикинчи суту-илÿ точкисене те тивĕçтерсе ĕлкĕреççĕ. Продукцие Вяче-слав Карзаков тата Камил Сахров водительсем тĕрлĕ магазинсене илсе çитереççĕ. Мензиля Хамбикова экспедитор та кашни кун çула тухать.
— Кăçалхи тăхăр уйăха пĕтĕмлетнĕ май, мухтанма сăлтав та пур. Комбинат уйăхне вăтамран 1 миллион та 300 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларать. Ку вăл — пирĕн тавара çынсем юратса туяннине çирĕплетет. Ĕмĕт-тĕллевсем чылай, малашне татах та аталанасчĕ, çĕнĕ технологисене алла илесчĕ, — хакларĕ ĕç-хĕле тĕп бухгалтер Зухра Бедертдинова.
Рынок экономикин саманинче пахалăх питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çак-на производство комбинатĕнче ĕçлекенсем лайăх ăнланаççĕ. Цеха кĕрсенех сăмсана кăтăклакан тутлă шăршă, таварсен пуян ассортименчĕ ĕçлекенсем ăста пулнине тепĕр хут çирĕплетеççĕ.
А.ИСАЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *