Пятница, 4 октября

Пĕр-пĕрне ăнланни, пулăшни – чи пахи

Пĕр-пĕрне ăнланни, пулăшни – чи пахи

Ниме — чăвашсен авалран килекен ырă йăли. Пĕр-пĕрне ăнланни, пулăшса пыни ялсене аталанма, халăх пурнăçне аванлатма май панă. Ламран лама пыраканскер паян кун та хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман, вăл çĕнĕрен вăй илсе пырать тесен те йăнăш пулмĕ. Халăх пуçарулăхĕпе пурнăçланакан тĕллевлĕ программа — çакна çирĕплетекенни.
Иртнĕ эрнере район администрацийĕн лурусен залĕнчи канашлура тĕрлĕ ыйтусем сÿтсе яврĕç. Халăх пуçарулăхĕпе пурнăçланакан тĕллевлĕ программа вара тĕп темăсенчен пĕри пулчĕ. 2017 çулта районта асăннă программăпа чылай ĕç туса ирттернĕ. Паллах, вĕсем пурнăçланни — влаç органĕсемпе халăх пĕр тĕллевпе малашлăха пăхни. Ку енĕпе уйрăмах Хирти Сĕнтĕр, Асанкасси, Чĕчкен, Тукай тата Комсомольски ял тăрăхĕсенче аван ĕçлеççĕ.
— Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхне ултă ял кĕрет. Программăна хутшăнса урамсенче электроэнергие перекетлеме пулăшакан лампăсем вырнаçтартăмăр, Хирти Ĕнелте нумай функциллĕ спорт площадкине хута ятăмăр. Çынсем кунта илсе çитерекен сукмака такăрлатаççĕ. Ачасем те, аслисем те спортра хастар, — паллаштарчĕ вырăнти ĕç-хĕлпе асăннă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ефремов.
Çĕнĕ Мăрат, Йăвашкел ялĕсенчи масарсенче тирпей-илем ĕçĕсем пурнăçланă. Чĕчкен ял тăрăхĕнче урамсенче çĕнĕ хунарсем вырнаçтарнă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов палăртнă тăрăх, районта 2017—2018 çулсенче 9779,3 пин тенкĕлĕх пурĕ 21 проект пурнăçланнă. 5722,3 пин тенкине республика хыснинчен куçарнă пулсан, вырăнти бюджетран — 1898,1 пин тенкĕ. Ырă ĕçрен вырăнти предпринимательсем те пăрăнман. Вĕсем хыснана 2158,9 пин тенкĕ хывнă.
ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн тивĕçне пурнăçлакан Альбина Егорова «çавра сĕтел» тавра пухăннисене асăннă программăпа Комсомольскисем аван ĕçленине каларĕ.
— Халăх пуçарулăхĕпе пурнăçланакан тĕллевлĕ программа тинрех çеç хута кайрĕ пулин те унта хутшăнса чылай ĕç пурнăçлама пултартăмăр. Программăн йышăннă çĕнĕ йĕркипе килĕшÿллĕн, ял тăрăхĕсем халĕ пĕр ĕç кăна мар, ытларах та тăратма пултараççĕ. Анчах та проект хакĕ 5 миллион тенкĕрен ытла пулмалла мар, — терĕ вăл.
Район администрацийĕн капиталлă юсав тата коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникне Александр Краснова, финанс уйрăмĕн начальникне Евгений Чернова, Асанкасси ял тăрăхĕн пуçлăхне Николай Карпова, Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн директорне Георгий Перьева мероприяти вăхăтĕнче проектсене пурнăçа кĕртес ĕçре активлă пулнăшăн ЧР Патшалăх Канашĕн Тав хучĕсемпе чысларĕç.
Канашлу хыççăн ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Комсомольски 1-мĕш вăтам шкул территорийĕнче вырнаçнă нумай функциллĕ спорт площадкине çитсе ăна хак пачĕç. Ÿт-пĕвпе сывлăха çирĕплетмелли тренажерсемпе ача-пăчасене вылямалли ытти хатĕрсем таранах пур кунта.
— Тăрăшсан, ĕçлесен пурте пулать, ÿркенмелле мар, — терĕ вăтам шкул директорĕ Георгий Перьев.
Асанкасси ялĕнче Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннисен ячĕпе лартнă палăк умĕнче чарăнтăмăр. Капмар та хитре палăка ял çамрăкĕсем хăйсем вырнаçтарнă. Укçа-тенкĕ ыйтăвĕ пулнах, умри йывăрлăхсене сирме пурте пĕр тĕллевлĕ пулни пулăшнă. «Пĕрлĕхре — вăй!» тесе ахальтен каламаççех. Ял хĕрринче вырнаçнă çăла Асанкассисем, тĕллевлĕ программăна хутшăнса, тĕпрен çĕнетме пултарнă. Сиплĕ шывшăн Асанкассине тĕрлĕрен ялсенчен килсе çÿреççĕ, çав шутра — таврари районсенчен те.
Ĕмĕт-тĕллевсем, чăн та, чылай. Хăтлă та типтерлĕ вырăнта пурăнасси вара хамăртан килет.
А.ИСАЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *