Вторник, 23 апреля

Чыс та мухтав çĕр ĕçченне!

Чыс та мухтав çĕр ĕçченне!

Иртнĕ эрнере Правительство çуртĕнче Ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсене патшалăх наградисем парса хавхалантарнă.
Ĕçченсем умĕнче чи малтан Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тухса калаçнă, пурне те хĕрÿллĕн саламланă, çĕр ĕçченĕсен чысĕ çак яваплă тапхăрта уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă.
Çанталăк лăпкă тăманни кăçал республикăри аграри ĕçче-нĕсен умне сахал мар йывăрлăх кăларса тăратрĕ. Пур-пĕрех ял ĕçченĕсем йывăрлăхсене парăнтарса уй-хиртен тухăçа туллин пухса кĕртме тăрăшрĕç. Палăртса хăвармалла, кăçал республикăра 628 пин тонна тырă пухса кĕртнĕ. Кăтарту япăх мар, ытти çулхисенчен пĕрре те кая мар тесен те юрать. Республикăри çĕр ĕçченĕсем сĕтпе аш-какай, пахча çимĕçпе çĕрулми, çу культурисем туса илессине ÿстерсе пыраççĕ. Паянхи пурнăç таппинче ял хуçалăх таварĕсен хакĕ те аван, халăх кăмăллă, ытлашшине кÿршĕллĕ регионсене ăсатма та çителĕклĕ.
— Эсир хăвăр çине пысăк ĕç илнĕ, вăл патшалăхшăн та пĕлтерĕшлĕ. Умри тĕллевсене яваплăха туйса туллин пурнăçласа пыратăр. Мĕнпур çĕр ĕçченне, механизаторсемпе выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекесене, тирпейлекен предприятисен ĕçче-нĕсене çĕршывăн апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă тĕллеве тухăçлăн татса пама пулăшнăшăн тав тăватăп, — тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.
Хисепе тивĕçнисем хушшинче çĕр ĕçченĕсемпе механизаторсем, çавăн пекех аш-какай тирпейлекенсемпе промышленноç тытăмĕнче тăрăшакансем сахалăн мар.
Вĕсен йышĕнче — «Слава картофелю» агрофирмăра тăрăшакан Николай Алякин та пур. Николай Ивановича «Чăваш Республикин Ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» сумлă ят парса чысланă.
Районсем, ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен ?фермер/ хуçалăхĕсем хушшинчи экономика ăмăртăвĕн çĕнтерÿçисене «Шупашкар—Арена» Пăр керменĕнче саламланă. Пирĕн районти Фергать Галиескерович Хайртдинов фермер çĕнтерÿçĕсен йышĕнче. Вăл ял хуçалăхĕнче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн Диплома тивĕçнĕ.
/ХАМĂР ИНФ./.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *