Пуян опытлă, маттур

Пуян опытлă, маттур

Ял тăрăхĕсенчи çынсен хăйсен участок уполномоченнăйĕсене пĕлмеллех. Ара, инкек сиксе тухас пулсан çынсем чăн малтанах вĕсенчен пулăшу кĕтеççĕ. Право йĕркине хÿтĕлекен вара халăх ыйтăвне туллин тивĕçтерме тăрăшать. Çапла, маттур та пултаруллă çынсем ĕçлеççĕ районти шалти ĕçсен пайĕн участок уполномоченнăйĕсенче. Вĕсем хăйсен тивĕçĕсене çÿлти шайра туса пыраççĕ. Кирек мĕнле ĕç те шанса пама пулать кунта ĕçлекенсене. Вĕсем тарăн пĕлÿллĕ, пысăк опытлă.
Акă, тĕслĕхрен, Комсомольски ял тăрăхĕн участокри аслă уполномоченнăйне Андрей Маринах илер. Полици ĕçченĕ ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе тачă çыхăнура ĕçлет. Çавна май вăл вырăнти çынсене кашнине паллать, вĕсен шухăш-кăмăлне те аван пĕлет. Халăха алă тупанĕ çинчи пек курса тăни ăна кулленхи ĕçре самай пулăшать. Çапах та йĕркене пăсакансем тупăнаççех.
— Андрей Валерьевич майор — тăрăшуллă, дисциплинăна çирĕп пăхăнакан, çынпа пĕр чĕлхе тупма пултаракан участок уполномоченнăйĕ. Вăл — çирĕп чунлă, йывăрлăхсем умĕнче пуç усаканнисен йышĕнчен мар. Андрей Марин 14 çул хушшинче хăйне лайăх енчен çеç кăтартнă. Тивĕçĕсене яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать, хушнă ĕçе вăхăтра тата пысăк яваплăхпа тума тăрăшать. Йĕркене пăсакансемпе профилактика ĕçне тĕрĕс йĕркелени ăна кулленхи ĕçре пулăшать. Пуян опытлă сотрудник сахал мар çамрăка тÿрĕ çул çине тăма пулăшнă, — çапларах хакларĕ ăна участокри уполномоченнăйсен уйрăмĕн начальникĕ Сергей Прохоров.
Андрей Марин Кĕçĕн Каçал ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех çамрăк милиционерсем çинчен киносем пăхма кăмăлланă, çавна май вĕсем евĕр пулма тăрăшнă. Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕнчен вĕренсе тухсан яш çар тивĕçне пурнăçланă. Апла пулин те, пурнăçне шалти ĕçсен пайĕн профессийĕпе çыхăнтарас тесе ачаранах ĕмĕтленнĕскер, çартан таврăннă хыççăн вырăнти милици уйрăмне ĕçлеме вырнаçнă. Кунта вăл — 2004 çултанпа. Пĕлĕвне ÿстерес тĕллевпе юридици ăсталăхне алла илнĕ, каярах, 2008 çулта, Хусанти социаллă тата гуманитари пĕлĕвĕсен инситутне пĕтернĕ. Хăйĕн çинчен кăна мар, ыттисем пирки те шухăшлать ăста сотрудник. Вăл çамрăк специалистсене май пур таран пулăшать, килсерен ирттерекен тĕрĕслевсенчен нихăçан та пăрăнмасть.
— Ял урамĕнче тирпей-илем хуçалантăр тесе те эпир сахал мар ĕçлетпĕр. Кил хуçисене тавралăха çÿп-çапран тасатса тăмаллине тăтăшах аса илтеретпĕр. Паллах, пирĕн ĕç тĕрлĕ енлĕ: вăрланă, çапăçнă, çемьере харкашнă… Тĕслĕхĕсем чылай, эпир кун каçипе шаннă ĕçре, — терĕ опытлă сотрудник.
Пуçарулăхпа палăрнă ĕçчен РФ ШĔМĕн «За отличие в службе» 3 степеньлĕ медале тивĕçнĕ.
Участок уполномоченнăйĕ граждансен шанăçне тÿрре кăларассишĕн вăй хурать. Вăл хушăрах шкул ачисемпе тĕл пулусем ирттерет, ял çыннисемпе калаçать, учетра тăракансем пирки манмасть. Ахальтен мар ĕнтĕ, участок уполномоченнăйĕ — халăхпа чи çывăххисенчен пĕри.
РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕнче паянхи кун 107 сотрудник тăрăшать. Вĕсенчен 37-шĕ Елчĕк районĕнче ĕçлет. 2018 çулхи 10 уйăхра Елчĕк тата Комсомольски районĕсенче право йĕркине административлă майпа пăснă 1456 преступление шута илнĕ, 176 уголовлă ĕç пуçарнă.
Участок уполномоченнăйĕсен ĕçĕ пысăк вырăн йышăнать. Районта вĕсем 7-ĕн: Андрей Марин майор, Рефис Ибетовпа Александр Владимиров капитансем, Алексей Соловьевпа Алексей Егоров лейтенантсем, Эмиль Мухтяровпа Илнур Гайнетдинов кĕçĕн лейтенантсем.
А.ИСАЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *