Остеопороз. Унăн хăрушлăхĕ пирки пĕлме пулать-ши тата унран мĕнле хăтăлмалла? Ыйту çине вăрçă ветеранĕсен республика клиника госпиталĕн врач-эндокринологĕ — эндокринологи уйрăмĕн ертÿçи Татьяна Васильевна Якимова хуравлать.
1997 çулта Пĕтĕм тĕнчери Сывлăх организацийĕ остеопороз ыйтăвĕ чи йывăррисенчен пĕри тесе йышăннă. Раççейре те унăн серепине çакланакансен йышĕ çулсерен ÿссех пырать.
— Тĕнчере остеопороз эпидемийĕ хуçаланать темелле-ши вара?
— Юлашки 50—60 çулта çын ĕмĕрĕ вăрăмланни палăрать. Куншăн, паллах, савăнмалла çеç. Анчах та халиччен питех пĕлтерĕшлĕ пулман чирсем хăйсем пирки аса илтерме тытăнчĕç. Остеопороз та вĕсен йышĕнче. Унăн паллисем 50 çултан иртнĕ кашни виççĕмĕш хĕр-арăмпа пиллĕкмĕш арçыннăнах пур. Ку чирпе Раççейре 10 миллион ытла çын нушаланать.
— Чирĕн сăлтавне пĕлме пулать-ши?
— Чир сăлтавĕ тĕрлĕрен. Хĕрарăмсен çулсем иртнĕçем ар гормонĕсен шайĕ чакса пырать, çавна май эстрагон йышĕ те чакать. Ку пулăм остеопороза аталанма пулăшать. Арçынсен шăммисем çирĕпрех, çавăнпа та вĕсене ку амак аплах аптăратмасть. Шăмăсене чылай вăхăт хускатманни, тĕрлĕрен чирсемпе чирлесех тăни, чылай вăхăт эмелсемпе сипленни те чир пуçламăшĕ пулма пултарать. Паллах, йăхра ку чирпе аптракан пулнă пулсан пушшех асăрхануллă пулмалла. Çавăн пекех çул çитмен тапхăрта е ача кĕтнĕ, ĕмĕртнĕ чухне мĕнле пурнăç йĕркине тытса пынинчен те нумай килет. Шăмă тĕртĕмĕ çине пирус туртни, эрех ĕçни те пысăк витĕм кÿрет. Çăра чейпе кофене кунне 4 курка ытла ĕçни, рационта кальципе Д витамин сахалли, апатра тăварпа белок ытлашши пулни пĕçĕ шăмми хуçăлас хăрушлăха ÿстереççĕ. Çыннăн шăммисем, сахал хусканăва пула, çÿхелеççĕ. Кĕлетке виçи 58 килограмран пĕчĕкрех пулни, спорта юратманни те унăн сăлтавĕсем пулма пултараççĕ.
— Остеопороз вăл мĕнпе хăрушă?
— Чирĕн юлашки тапхăрĕ — чи хăрушши. Ку вăл — пĕçĕ шăммин мăкăрăлчăкĕ хуçăлни. Вырăсла ăна «перелом шейки бедра» теççĕ. Кун пек çын пĕрремĕш ушкăн инваличĕ пулса тăрать. Сусăрсен 30 проценчĕ инвалида тухнă çулах çут тĕнчерен уйрăлать. Çак чирпе вилекенсен шучĕ сахал мар, вăл — тăваттăмĕш вырăнта.
— Унăн пирвайхи паллисемпе паллаштараймăр-ши?
— Остеопороз чĕмсĕр чир шутланать, вăл хăй пирки малтанах систермест. Ун пирки шăмă хуçăлсан кăна пĕлеççĕ. Çав хушăрах пĕр паллăсăр иртет тени те тĕрĕс мар. Çын лутраланма тытăннине сиссен, пĕкĕрĕлсе çÿреме тытăнсан, тĕрĕсрех, çулталăкра 4 сантиметр чаксан — тĕрĕсленме тытăнмалла.
— Чирлĕ çыннăн шăмми ыратать пуль апла?
— Çук, остеопороз чухне шăмă та, сыпăсем те ыратмаççĕ, анчах та мелсĕр ÿксен е хăвăрт хускану тусан шăмă хуçăлать. Шăмă сийĕ çулсерен арканать, шалта — шăтăкланса патракланать.
— Шăмăсем патракланнине еплерех пĕлмелле?
— Сăмахран, пĕр вĕçĕм тăхăнакан тумтир вăрăмланса пынинчен, ăна час-часах кĕскетсе çĕлетме тивнинчен. Шăмă хуçăлнине çын асăрхамасса та пултарать, анчах, самай вăхăт иртсен, вăл çурăм е пилĕк ыратнине сисме пуçлать. Ку пулăм ăна авăнма, тÿрленсе тăма чăрмантарать. Рентген тухнă вăхăтра кăкăр шăмми хуçăлни палăрать. Сипленмесĕр чир шала кайсан çыннăн пурнăçĕ вилĕмпе вĕçленме пултарать.
— Мĕн тумалла-ха?
— Сипленмелле, паллах. Хальхи вăхăтра çак амакран сипленмелли эмелсемпе меслетсем, çĕнĕ технологисем те чылай. Кĕлеткери шăмă тытăмне тĕрĕслесех тăмалла, çак техника меслетне денситометрия теççĕ. Центр лабораторийĕнче çавăн пекех организмри кальци тата Д витамин концентрацине палăртма май паракан методикăсем те пур.
— Ăçта тупма пулать-ши республикăра денситометри тĕпчевне?
— Республикăра ветерансене сиплекен госпитальте эндокринологи уйрăмĕнче остеопороз профилактика центрĕ ĕçлет. Кунта эсир хăвăр сывлăха тĕрĕслеттерме, каярах ĕçлĕ сĕнÿсем илме пултаратăр. Центрта асăннă амакпа аптракан пациентсен регистрне йĕркелесе кăтартусене ятарлă программăна вырнаçтарнă. Специалистсем вĕсен сывлăхне 1—2 çул сăнасах тăраççĕ.
— Профилактика тĕлĕшĕпе мĕнле сĕнÿсем панă пулăттăр;
— Чăн малтанах кальци тата Д витаминлă çимĕçсем пирки манмалла мар. Çакна ачаранах пурнăçламалла. Диетăна пăхăнма кирек хăçан та кая мар. Менотăхтав хыççăнхи хĕрарăмсене, 50 çултан иртнĕ арçынсене куллен 1000—1500 миллиграмм кальци кирлĕ, 50 çулран кĕçĕнреххисене —1000 миллиграмм таран. Тĕслĕхрен, 1 стакан сĕтре е кефирта унăн тытăмĕ 120 миллигрампа танлашать, 100 грамм тăпăрчăра 150—160 миллиграмм пулсан, 100 грамм сырта — 1000 миллиграмм. Енчен те апат кальципе тивĕçтереймест пулсан, тухтăр сире ятарлă препаратсем сĕнĕ.
— Остеопороз шăмă хуçăлнипе хăрушă пулсан, вăл ан хуçăлтăр тесен мĕнле асăрханмалла;
— Çак сĕнÿсене пăхăнсан аван пулмалла:
1/ йывăр йăтмалла мар: хĕрарăмсене 5 килограмм, арçынсене 10 килограмран ытларах çĕклеме сĕнмеççĕ;
2/ çулланнă хĕрарăмсен çÿлĕ кĕлеллĕ пушмак е туфли тăхăнмалла мар;
3/ яка урай шутарса ÿкерме пултарать, çавăнпа та кавир сармалла;
4/ ÿкесрен яланах асăрханăр!
Сĕнÿсене шута илсен хăвăра хÿтĕлеме пултаратăр. Чир çаклансан, сиплев препарачĕсемпе, тухтăр хушнă сĕнÿсемпе усă курни шăмă арканассине чарма çеç мар, ăна малтанхи шая çитерме те пулăшать. Чи пĕлтерĕшли — чире вăхăтра тупса палăртасси тата сипленесси.
А.ИСАЕВА хатĕрленĕ.