Октябрĕн 29-мĕшĕнче Ленинла Коммунистла Çамрăксен Союзне йĕркеленĕренпе 100 çул çитрĕ.
Унăн историйĕ питĕ пуян. Çавăн пекех организацире тăракан яш-кĕрĕм ырă ĕç тунипе палăрнă. Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче те комсомолецсем паттăрлăх кăтартнă. Каярах, вĕсенех, юхăннă çĕршыва ура çине тăратма тивнĕ. Паянхи аслă ăру заводсемпе фабрикăсене хута янине, колхозсемпе совхозсене çĕкленине, Пĕтĕм Союзри ударлă комсомолецсен стройкисемпе çерем çĕр уçнисене питĕ лайăх ас тăвать. Çак организацире миллионшар çамрăк шутланнă.
Шел пулин те, асăннă организаци 1991 çулта саланнă. Ун чухнехи çамрăк комсомолецсем çĕршывăн чăн-чăн патриочĕсем пулса çитĕннĕ, çавна май вĕсем паян кун та Тăван çĕршыва чун-чĕререн юратса уншăн усăллă çынсем пулса ĕçлеççĕ.
Шыв-шурĕ чылай юхнă пулин те, çунатлă çамрăклăх, пĕрле ĕçленĕ тантăшсем, комсомолпа çыхăннă вăхăтсем нихăçан та манăçмаççĕ. Районти комсомол райкомĕнче, ялсенчи, предприятисемпе учрежденисенчи малтанхи пуçламăш комсомол организацийĕсенче тĕрлĕ çулсенче ĕçленĕ хастарсем уяв умĕн «çавра сĕтел» хушшине пуçтарăнчĕç.
Мероприятие 1973—1974 çулсенче ВЛКСМ райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче тăрăшнă Петр Баринов ертсе пычĕ. Вăл чăн малтанах районти комсомол организацийĕн историйĕпе кĕскен паллаштарчĕ. «Çавра сĕтел» хушшине вырнаçнисем çак кун пурте тенĕ пекех çамрăксен организацийĕсем епле ĕçленине, пархатарлă пулăмсене хутшăннине, хăйсем ВЛКСМ членне кĕнине, мĕнле кăмăл-туйăмпа ĕçленине аса илчĕç. Комсомол ретĕнче тăнисем, паян кирек хăш сферăра тăрăшсан та, пуçарулăхпа палăраççĕ, яваплăха аван туяççĕ. Вĕсен хастарлăхĕ пачах та чакман, çамрăксене хăйсен шухăш-кăмăлне палăртассине, патриотла воспитани парассине чăн мала хураççĕ.
А.ДЕНИСОВА.