Четверг, 25 апреля

Пĕрремĕш ачашăн – пособи

Пĕрремĕш ачашăн – пособи

Районти социаллă хÿтлĕх пайне пĕрремĕш ача çуралнăшăн уйăхсерен пособи илсе тăма 32 çемье заявлени çырнă. Вĕсенчен 30 çемьене 1564,5 пин тенкĕлĕх пособи тÿленĕ.
Социаллă пулăшăва çемьен кашни çын çине лекекен тупăшĕ пурăнмалли чи пĕчĕк 1,5 виçерен пĕчĕкрех пулсан параççĕ. Пурăнмалли чи пĕчĕк виçе халĕ 9330 тенкĕпе танлашать, апла пулсан пособие илме çемьери тупăш 13995 тенкĕрен пысăкрах пулмалла мар. Çапла виçĕ çынран тăракан çемьен пĕтĕмĕшле тупăшĕ 41985 тенкĕрен иртмелле мар. Уйăхри пособи виçи — 8910 тенкĕ.
2018 çулта пĕрремĕш ачана çуратнă çемьесен çак пособие илме НФЦра е районти социаллă хÿтлĕх пайне заявлени çырмалла. Çакна тума паспорт, ача çуралнине ĕнентерекен тата çемьен 12 уйăхри тупăшне кăтартакан хутсем кирлĕ. Укçана ача çулталăк çурра çитиччен тÿлеççĕ.
Заявление ача çуралнă хыççăн 6 уйăх тăршшĕнче çырсан, пособие вăл çуралнă кунран пуçласа шутласа параççĕ. 6 уйăх иртнĕ хыççăн çеç заявлени çырсан, çак кунран çеç тÿлеме пуçлаççĕ. Пособие çулталăк илсе тăнă хыççăн документсене çĕнĕрен кайса памалла.
И.НИКИТИНА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *