Пятница, 19 апреля

Химик-биологсем ăмăртнă

Химик-биологсем ăмăртнă

Октябрĕн 25-мĕшĕнче Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче биологи тата хими учителĕсен педагогика ăсталăхĕн районти фестивалĕ иртнĕ. Фестиваль икĕ тапхăртан тăнă. Пĕрремĕш тапхăрта учительсем хăйсен методика материалĕсемпе, вĕренÿпе тĕпчев проекчĕсемпе паллаштарнă. Иккĕмĕш тапхăрта вара биологипе тата химипе уçă уроксем ирттернĕ.
Р.А. Автономовăпа Л.И. Ефремова /Комсомольски 1-мĕш/, А.В. Мухина /Комсомольски 2-мĕш/, М.В. Тишова /Нĕркеç/, А.Р.Самкина /Урмаел/, Г.Г.Гинетуллина тата Г.Х. Хаертдинова /Тукай Мишер/ фестивальте хăйсен пултарулăхĕпе тата професси ăсталăхĕпе паллаштарнă.
Ятарлă комисси тĕрлĕ номинацисенче çĕнте-рÿçĕсене палăртнă, район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă.
Л.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *