Суббота, Ноябрь 17

Сывлăх сыхлавĕ тимлĕх ыйтать

Сывлăх сыхлавĕ тимлĕх ыйтать

Октябрĕн 26-мĕшĕнче Шупашкарта РФ Президенчĕн Атăлçи федераллă округĕнчи полномочиллĕ представителĕ çумĕнчи Канашăн ларăвĕ иртнĕ. Игорь Комаров ертсе пыракан ларăва РФ сывлăх сыхлавĕн министрĕн пĕрремĕш çумĕ Татьяна Яковлева, Атăлçи федераллă округри регионсен ертÿçисем, РФ Федераллă Пухăвĕн представителĕсем, федераллă исполнительлĕ влаç органĕсен ертÿçисем, Росздравнадзорăн тата медицина страхлав фончĕн ертÿçисем, вĕренÿ тата наука организацийĕсен представителĕсем хутшăннă. Вĕсем медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес ыйтусене сÿтсе явнă.
Игорь Комаров палăртнă тăрăх, юлашки çулсенче сывлăх сыхлавне аталантарасси çине нумай тимлĕх уйăраççĕ: перинаталлă центрсем туса хурас федераллă программăпа килĕ-шÿллĕн 2015 çултанпа федераллă округра 7 перинаталлă центр хута янă; медицина ĕçче-нĕсен ĕç укçине ÿстернĕ; сайра тĕл пулакан чирсене сиплемелли эмелсемпе тивĕçтерессине пăхса тухнă.
Çавна май юлашки çулсенче хăш-пĕр медицинăпа демографи кăтартăвĕсем лайăхланнă. Пĕтĕмĕшле вилеслĕх кăтартăвĕ 2015—2017 çулсенче 5,8 процент чакнă. Çавăн пекех юн çаврăнăшĕн тытăмĕпе çыхăннă чирсенчен, онкологи чирĕсенчен вилекенсен шучĕ сахалланнă. 2015 çултипе танлаштарсан вăтам пурнăç тăршшĕ 1,55 çул ÿснĕ, халĕ вăл 72,3 çулпа танлашать. Çав вăхăтрах федераллă округра халăх шучĕ Раççейри вăтам кăтартуран ытларах чакса пырать, çакă ача çуратасси 16,5 процент чакнипе те çыхăннă. Регионсенчи лару-тăрăва лайăх тесе калама çук, çавăнпа та влаç органĕсен çакăн çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Игорь Комаров палăртнă тăрăх, демографи лару-тăрăвĕ çине чылай япала витĕм кÿрет: медицина, вĕренÿ, культура шайĕ, наука, ĕç рыно-кĕнчи лару-тăру. Наци проекчĕсенче вĕсене пурне те шута илнĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ сывлăх сыхлавĕ енĕпе республикăра тăвакан ĕçсем çинчен каласа панă, пирĕн регионра нумай çул пурăнакансен шучĕ ÿснине, çакăнта медицина сферинче туса ирттерекен ĕçсен тÿпи пуррине палăртнă. Пирĕн республикăра медицина организацийĕсене çĕнетесси ăнăçлăн пырать. Паянхи кун тĕлне ялсенчи тата хуласенчи сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсен 80 процентне тĕпрен юсанă.
Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, сывă пурнăç йĕркине халăх хушшинче сарни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çак тĕллевпе республикăра чылай мероприяти йĕркелеççĕ. Ĕçленине кура кăтартусем те савăнтараççĕ: 5 çулта чирлекенсен шучĕ 6 процента яхăн чакнă, 2011 çултанпа туртакансен шучĕ 23 процент сахалланнă, республикăра пурăнакансем эрех-сăра та сахалрах ĕçме пуçланă.
РФ сывлăх сыхлавĕн министрĕн пĕрремĕш çумĕ Татьяна Яковлева пĕлтернĕ тăрăх, Атăлçи федераллă округĕ ача кĕтекен хĕрарăмсене тата ачасене лайăх медицина пулăшăвĕ панипе палăрса тăрать. Тин çуралнă ачасем вилнĕ тĕс-лĕхсемпе округри кăтарту Раççейри вăтам кăтартуран лайăхрах, Европа çĕршывĕсенчи кăтартупа танлашать. Апла пулин те, пĕтĕмĕшле вилеслĕх пысăк пулни чылай шухăшлаттарать.
«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ 8 федераллă проекта пĕрлештерет. Унпа килĕшÿллĕн ФАПсем, амбулаторисем тума, куçса çÿрекен медицина комплексĕсем, çĕнĕ медицина хатĕр-хĕтĕрĕ туянма укçа-тенкĕ уйăраççĕ, экстренлă медицина пулăшăвĕ аякри территорисене те çиттĕр тесе тăрăшаççĕ.
Çавăн пекех пуçтарăннисем Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ Чăваш кадет корпусне те çитсе курнă. Паянхи кун унта 383 кадет вĕренет. Вĕсем физика тата математика профилĕпе ытларах ăс пухаççĕ, çар предмечĕсене те вĕренеççĕ, кашни уйăхра спорт туризмĕпе вĕренÿпе тренировка похочĕсене çÿреççĕ. Хăнасем тĕл пулупа кăмăллă юлнă, И. Комаров Чăваш кадет корпусĕ ытти регионсемшĕн лайăх тĕслĕх пулнине палăртнă.
ХАКЛАВ:
Глеб НИКИТИН, Чулхула облаçĕн губернаторĕ:
— Медицина пулăшăвĕпе усă курма пулни тата унăн пахалăхĕ — питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусем. Чулхула облаçĕн кăтартăвĕсем çинчен час-часах калаçатпăр. 2024 çул тĕлне медицинăпа усă курассине пурнăçлас тесен ĕçе хăвăрт аталантармалла. Халĕ эпир куçса çÿрекен фельдшерпа акушер пункчĕсем тата мобильлĕ куçса çÿрекен комплекссем туянатпăр. Кăçал 5 ФАП тăватпăр, çитес çула валли тата 9-шне плана кĕртнĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕн доклачĕ кăмăла витерчĕ. Медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессине перекетлекен тата цифрăллă технологисене ĕçе кĕртни лайăх кăтартусем парать. Эпир чи лайăх ĕçсемпе пĕр-пĕрне паллаштарасси çинчен калаçса татăлтăмăр. Хамăр специалистсене эпĕ Чăваш Республикине çитсе чи лайăх ĕçсемпе паллашма сĕнетĕп.

Александр ЕВСТИФЕЕВ, Мари Республикин Пуçлăхĕ:
— Килсе курма палăртнă объект — Кадет корпусĕ — пулни уйрăмах кăмăллă пулчĕ. Эпир çамрăксене патриотла воспитани памалли çинчен калаçатпăр. Корпусра «Космос вăйĕсем» специализаци пур. Гуманитари пĕлĕвĕсем, паллах, пĕлтерĕшлĕ, техника пĕлĕвĕсем те хальхи вăхăтра питĕ кирлĕ. Кадет корпусĕ çутă та таса çурт пулнине палăртрăмăр. Кунта пĕр вăхăтрах 400 вĕренекен пĕлÿ илме пултарать.
Кадет корпусĕнче вĕренни çар хатĕрлевĕ çеç мар, вăл техника пĕлĕвĕ те. Выпускниксем тĕрлĕ енсенче ĕç тупма пултарĕç. Вĕсем ĕç рынокĕнче яланах кирлĕ пулаççĕ. Кадет корпусне вĕренме килекенсем хăйсене валли тĕрĕс çул суйлаççĕ тесе шутлатăп.
Н.КАЛАШНИКОВА
хатĕрленĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code