Четверг, 25 апреля

Ĕçчен çын хисепре

Ĕçчен çын хисепре

Чăваш халăхĕ мĕн авалтанах ĕçченлĕхĕпе палăрса тăнă. Хăйĕн ĕмĕрне ĕçпех ирттернĕ. Çулла иртен пуçласа мĕн каçчен çĕр çинче тăрмашнă, сухаланă, акнă, тыр-пул пуçтарса кĕртнĕ.
Хĕллехи вăрăм каçсенче вара арçын çăпата хуçса, урапа-çуна авса, вăрман турттарса аппаланнă. Ахальтен мар ĕнтĕ ваттисем авал, «Чăваш ачин пĕр ури акара, тепри сухара», — тенĕ.
Паянхи кун та чăваш ĕçчен-лĕхпе палăрса тăрать. Ку туртăм унра иксĕлми. Çакна эпĕ Комсомольскинче пурăнакан, «Слава картофелю» агрофирмăра тăрăшакан Николай Алякинпа паллаштарнă май çирĕплетсе пама пултаратăп. Николай Иванович пурнăçне пĕтĕмпех ял хуçалă-хĕпе çыхăнтарнă. Вăл 30 çул çак сферăра тăрăшать.Йăлмахва ялĕнче çуралса ÿснĕскер, мĕн çамрăклах ĕçе кÿлĕннĕ. Тăван колхозра та сахал мар тăрăшнă. Ашшĕ-амăшĕ ăна мĕн пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарса ÿстернĕ.
Пирвайхи утăмсене вара вăл районти «Комсомольский» сов-хозра пуçланă. Салтакран таврăннăскере совхозра строитель пулма шаннă. Вăл ĕçе нихăçан та çиелтен туман, яланах вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлама тăрăшнă. «Комсомольский» совхоз саланнă хыççăн вара Николай Иванович Минатуллинăн фермер хуçалăхĕнче ĕçлеме тытăннă. Фермер пуян опытлăскере тÿрех хуçалăх пуçлăхĕн çумĕ пулма шаннă. Унта ĕçленĕ çулсене маттур ĕçчен ырă кăмăлпа аса илет:
— Тĕш-тырă, çĕрулми чылай çитĕнтереттĕмĕр. Тухăçпа та сахал мар савăннă. Хуçалăхра çав тери маттур та тăрăшуллă ĕçченсем ĕçлетчĕç. Çакă çитĕнÿсем патне ăнтăлма май панă та, — тет иртнине аса илсе.
Паянхи кун Николай Иванович «Слава картофелю» агрофирмăра тăрăшать. Вăл — Йăлмахвари уйрăмăн управляющийĕ. Йăлмахвари хранилищĕре тĕш-тырă, вăрлăхлăх тата сутмалли çĕрулми упраççĕ. Пурнăçламалли ĕç планĕ пысăк. Николай Ивановича ĕçри тăрăшулăхшăн, ĕçе яланах вăхăтра пурнăçланăшăн ĕçтешĕсем хисеплеççĕ. Виçĕ теçетке çул çĕр ĕçĕнче ĕçлекен-скертен вĕренмелли те пур, паллах.
Николай Иванович пурнăçне нихăçан та ÿпкелемест. Вăл йывăç-тĕм нумай лартнă, кирпĕч çурт хăпартнă, ачисене тивĕçлĕ воспитани парса çитĕнтернĕ, юратнă ĕçре канлĕх тупнă.
— Сывлăх пулсассăн, вăй-хал çитсессĕн ĕçлесчĕ-ха, — терĕ ĕçе чунтан парăннăскер.
А.ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *