Понедельник, 14 октября

Кĕркуннене халалласа

Кĕркуннене халалласа

Çутçанталăк илемне кашнийĕ хăйне майлă курать: пĕриншĕн вăл — çуллахи лăпкă та уяр вăхăтра кăн-кăвак тÿпере пĕр пĕлĕт татти те курăнман кун, теприншĕн — хĕллехи йывăçсем çине шурă юр сапса чуна ăшăтни, виççĕмĕшĕшĕн — тин çеç шăтса тухнă ешĕл курăк. Кĕркунне вара хăйне май, ай, ытла та илĕртÿллĕ. Кăçал вăл, вăрăма кайнă май, пурсăмăра та ăшă, типĕ çанталăкĕпе савăнтарчĕ. Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче вĕренекенсем те кĕрхи куна чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, мĕншĕн тесен шкулсенче шăпах çак тапхăрта тĕрлĕрен уявсем ирттереççĕ. Ачасем çакăн евĕр праçниксемшĕн каçсах каяççĕ.
Нумаях пулмасть шкул ачисем кĕркунне çитнине анлăн уявларĕç. Малтанах акт залне садике çÿрекен ачасем пухăнчĕç, хыççăнах — кĕçĕн классенче пĕлÿ пухакансем. Уяв вăхăтĕнче шăпăрлансем Айболит тухтăрпа тĕл пулчĕç. Тунсăхлаканскере хаваслантарассишĕн чылай тăрăшрĕç вĕсем. Тухтăр патне сипленме мулкачпа упа, шăнкăрчĕ те çитрĕ. Куянăн сăрă кĕрĕкĕ шуралма тытăннă иккен, упа вара юлашки вăхăтра час-часах ыйхă килнипе аптăрать. Шăнкăрчĕн те, темшĕн, аякка-аякка вĕçес килет. Шикленсе ÿкнĕскерсене тухтăр хĕл кунĕсем çывхарса килнине ăнлантарчĕ. Чĕрчунсем, хăйсем сывă пулнишĕн хĕпĕртесе, ачасемпе пĕрле ташша яра! пачĕç, сăвăсем те каларĕç.
10-мĕш класс ачисем кĕрхи кунсене халалласа кĕçĕнреххисем валли квест-вăйă хатĕрлерĕç. Сывлăха упрас темăна хускатсан зала Айболит килсе кĕчĕ. Ватăлнипе унăн куçĕ начар курать иккен. Сывлăха çирĕплетме тесе витаминсем илсе килнĕ вăл, анчах та шкула кĕрсенех, асăрханса ĕлкĕреймесĕр, ăна тăкса янă. 5—7-мĕш классенче вĕренекенсем ушкăнăн-ушкăнăн пайланса тухтăр çухатнă витаминсене шырарĕç.
Упа патĕнче ачасен вăй виçме тиврĕ. Лешĕ вара, маттур пулнишĕн ачасене витаминсем парса хавхалантарчĕ. Мулкач ачасем валли пуçватмăшсем хатĕрленĕ. Медсестра патĕнче сывлăхпа çыхăннă викторина ыйтăвĕсем çине хуравларĕç пулсан, повар тĕлне çитсен — салат хатĕрлерĕç. Шăнкăрч, уçă саслăскер, ачасене çĕнĕ юрă вĕрентрĕ. Витаминсемпе сăйланнă хыççăн тухтăр вăйланчĕ те шăпăрлансемпе ташă картине тăчĕ.
Шкул коридорĕнче алă ĕçĕсемпе ÿкерчĕксен конкурсĕ иртрĕ. Чи лайăх ÿкерекенсем Лилия Воробьева, Снежана Петрова, Сергей Иванов тата Роман Макаров пулчĕç. Вĕсем 1-мĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Валерия Кузьмина, Нарспи Борисова, Александра Павлова 2-мĕш вырăнсене тивĕçрĕç. 3-мĕш вырăнсемпе Кирилл Степанов, Настя Коноплева, Костя Моторин, Екатерина Казакова палăрчĕç.
Алă ĕçĕсен конкурсĕнче 1-мĕш вырăнсене Руслан Наумов, Олеся Павлова, Елизавета Наумова тивĕçрĕç. Александр Мурзаев, Карина Соловьева, Софья Иванова тата Арина Матросова 2-мĕшсем пулчĕç пулсан, Никита Малаев, Данил Чернов, Владимир Мартынов, Александр Филиппов — 3-мĕш вырăнсене тивĕçнисем.
Уявсенче тĕрлĕ роле выляса пурне те хаваслантаракан волонтерсене аслă çулхисем те, пĕчĕккисем те чунтан тав турĕç. Ырă ĕç тума вĕсене шăпăрлансен йăл! кулли хавхалантарчĕ пулас. Волонтерсем квест-вăййăн программине те «Ачасем — ачасене!» проектпа килĕшÿллĕн пурнăçларĕç. Ăна шкулта аслă классенче вĕренекенсем иртнĕ çул хута янăччĕ. Ăнăçлă пулнăран вăййа малалла та тăсма, аталантарса пыма шут тытнă. Мĕнех, волонтерсене ырă ĕç тума вăй-хăват çеç сунмалли юлать.

Аня МАТРОСОВА,
Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн вĕренекенĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *