Шурă халатлисене юбилейпе саламласа…

Шурă халатлисене юбилейпе саламласа…

Октябрĕн 25-мĕшĕнче районти тĕп больница хăйĕн 80 çулхи юбилейне анлăн паллă турĕ. Вырăнти шурă халатлă ĕçченсене саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Красновпа Кияметдин Мифтахутдинов, «Кĕтне» ентешлĕх ертÿçи Валери Туркай тата кÿршĕ районсенчи ĕçтешĕсем чылайăн килсе çитрĕç. Шупашкартан килнĕ артистсем вара хăйсен пултарулăхĕпе татах та хавхалантарчĕç.
Уява районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Николай Васильев уçрĕ: «Хисеплĕ ĕçтешсем, сире 80 çулхи юбилей ячĕпе ăшшăн саламласа «ылтăн аллăршăн», ырми-канми тăрăшнăшăн чĕререн тав тăватăп. Çирĕп сывлăх, ĕçре çитĕнÿсем сунатăп».
Çын юрласан чунĕ юрлать, юрласан вара пурăнас тата ĕçлес килет. Пухăннисене савăк юрăсемпе, çулăмлă ташăсемпе савăнтарнă хыççăн Петр Красновпа Кияметдин Мифтахутдинов сăмах илчĕç. Вĕсем чи пултаруллă ĕçчене, инфекци уйрăмĕн заведующине Надежда Михайловăна ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине парса чысларĕç. Тĕп бухгалтер Людмила Тимофеева ЧР Патшалăх Канашĕн Тав хутне тивĕçрĕ.
ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин представителĕ Андрей Иванов РФ Сывлăх сыхлавĕн министерствин Тав хучĕпе тĕп врач çумне Инна Ефремовăна, пĕтĕмĕшле практика врачне Вера Семеновăна тата паллиативлă уйрăм заведующине Наталия Таборкинана чысларĕ пулсан, ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин Хисеп грамотине Лариса Галкина врач-терапевт, Нурзиде Фарахиева шăл тухтăрĕ, ФАП заведующийĕсем — Гюзелия Ибрагимова, Галина Кольцова, Людмила Петровăпа Светлана Ятманова медицина сестрисем, тĕп бухгалтерăн çумĕ Марина Титова, граждан хÿтĕлевĕн специалисчĕ Нетфулла Хайруллов тивĕçрĕç.
— 80 çул хушшинче сиплев çуртĕнче миçе пин çын сипленмен-ши? Юлашки çулсенче патшалăх çынсене пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес тĕллевпе тĕрлĕрен ĕç туса ирттерет. Районти тĕп больницăн сăн-сăпачĕ паянхи кун çĕнелсе, илемленсе пырать, чирлисем халĕ хăтлă та çутă пÿлĕмсенче сипленеççĕ. Сирĕн умра, хисеплĕ медицина ĕçченĕсем, ветеранĕсем, пуçăма таятăп, — терĕ Александр Осипов, ĕçченсене уявпа саламланă май. Вăл ФАП заведующине Алевтина Гордеевăна, Павел Зайцев программиста, медицина сестрине Ирина Каюковăна тата Роза Такина ĕçчене Хисеп грамотисем парса чысларĕ.
Район тĕп больницин Хисеп грамотине Луиза Матросова администратор, Люция Минуллина тухтăр, Анатолий Петров ĕçчен, Ирина Платонова неврологи тухтăрĕ тивĕçрĕç. Сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсен профсоюзĕн республикăри комитечĕн Хисеп грамотине Елена Герасимова медицина сестрине тата Венямин Кокшин водителе парса хавхалантарчĕç. Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай Маргарита Федоровăна тата Антонина Дмитриевăна «Кĕтне» ентешлĕхĕн Хисеп грамотипе чысларĕ.
Сăмах май, саламсемпе юрă-кĕвĕ черетлесе пыни хăнасен, медицина ĕçченĕсен савăк кăмăлне татах та уçрĕ. Сцена çинче çак каç эпир Алексей Московскин, Константин Евруковăн, «Хавас» ушкăнăн юррисене итлесе, «Восторг» ташă ушкăнĕн çулăмлă ташшисене курса киленме пултартăмăр. Иртнĕ кунсенче медицинăра тăрăшнă ветерансене тав туса тĕп врач Николай Васильев асăнмалăх парнесемпе чечек çыххи парса хавхалантарчĕ.
Савăнăçлă уяв пурне те килĕшрĕ. Вĕсем çак кун килĕсене савăк кăмăлпа, малашне татах та маттуртарах ĕçлес туйăмпа çунатланса саланчĕç.
А.ИСАЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *