Еткерлĕхе йышăнас килмесен

Еткерлĕхе йышăнас килмесен

Калăр-ха тархасшăн, мана кирлĕ мар еткерлĕхе йышăнас мар тесен çакна юридици енчен мĕнле майпа тĕрĕс тумалла; Тата еткерлĕхе йышăнмасан юрать-и?
ЧР Адвокатсен палатинчен хуравлаççĕ:
— Эсир еткерлĕхе илме килĕшменнине хăвăр пырса, почта е представитель урлă палăртма пултаратăр. Пĕрремĕш тĕслĕхре сирĕн паспортпа еткерлĕх ĕçне уçнă нотариус патне пырса ятарлă заявлени çырмалла. Енчен те эсир аякра пурăнатăр пулсан, ăна почта урлă яма пулать. Кун пек чухне заявлени çинчи алă пуснине нотариусăн çирĕплетмелле. Представитель урлă тума доверенность çырмалла.
Еткерлĕхе çул çитмен çынна панă пулсан, ăна йышăнас мар тесен опека тата попечительлĕх органĕсенчен ирĕк илмелле. Енчен те еткерлĕхе хăварнă çыннăн пĕрле куçакан парăмĕсем пур пулсан, опека органĕсем тÿрех çакăн пек ирĕке çырса параççĕ.
Пĕтĕмĕшле йĕрке тăрăх, еткерлĕхе йышăнас мар тенине çын вилнĕ хыççăн 6 уйăхра пĕлтермелле.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *