Инвалидсем те компенсаци илееççĕ

Инвалидсем те компенсаци илееççĕ

Чăваш Енре коммуналлă хытă каяшсене тирпейлемелли çĕнĕ йĕрке ĕçлеме пуçлани çинчен пĕлетпĕр ĕнтĕ. Регионаллă оператор валли пĕрлĕхлĕ тариф çирĕплетнĕ.
Коммуналлă хытă каяшсене турттарса тухнăшăн тÿлессин йĕрки те улшăннă. Халĕ çак пулăшу коммуналлă шутланать. Ăна тÿленĕшĕн компенсаци илме пултаракансен йышне инвалидсене тата инвалид ача ÿстерекен çемьесене те кĕртнĕ. Вăрçă инваличĕсем, унчченхи пекех, çак компенсацие илсе тăрĕç. Çавăн пекех «Жителю блокадного Ленинграда» паллăллă Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсем, вилнĕ вăрçă инваличĕсен, вăрçă участникĕсен, çапăçусене хутшăннă ветерансен çемйисем, радиаци витĕмĕ айне лекнĕ граждансем малтанхи йĕркепех компенсаци илеççĕ.
Аса илтеретпĕр, пирĕн республикăра çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕсемшĕн тÿлеме çакăн пек социаллă пулăшу мелĕсем пур:
— çурт-йĕршĕн тата коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлекен укçа çемьен пĕтĕмĕшле тупăшĕн 22 процентĕнчен ытларах пулсан, субсиди параççĕ;
— федераллă льготниксене кашни уйăхра çурт-йĕршĕн тата коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлеме компенсаци параççĕ;
— 70 тата 80 çула çитнĕ нумай хваттерлĕ çуртра пурăнакан граждансене капиталлă юсавшăн тÿленĕ укçана компенсацилеççĕ;
— хăш-пĕр тытăмсенче ĕçлекен ялти специалистсене те кашни уйăхра компенсаци параççĕ.
Районти социаллă хÿтлĕх пайĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *