Вторник, 8 октября

Ĕç илем кÿрет

Ĕç илем кÿрет

«Килĕшсе ĕçленĕ ĕç пысăк усăллă —
çакна пĕлсе тăрăр, ун пек ĕçе юратăр.
Чăн пĕчĕккĕ ĕçе те пит пикенсе, юратса ĕçлĕр.
Пурнăçра курма тÿрĕ килнĕ йывăрлăхшăн ан кулянăр.
Юратса тусан, чи пĕчĕкçĕ ĕçе те чаплăлантарса яма,
усă паракан тума пулать…»
/И.Я. Яковлев «Чăваш халăхне панă халал»/.
Çĕр çинче çын алли туман ĕç çук та пулĕ вăл. Кашни ĕçе юратса, чунтан парăнса пурнăçласан пирĕн пурнăç аталанса кăна пынă пулĕччĕ. Пурнăç чăннипех чаплă пултăр тесен, çыннăн хăйне килĕшекен пĕр ĕçе суйласа илме пĕлмелле. Ку çеç çителĕксĕр — чун савнă ĕçре кăмăлтан тăрăшмалла, çитĕнÿсем тумалла, телее тупмалла. «Ăс пурнăç тытать, ĕç телей кÿрет», — тенĕ ваттисем. Паллах, кашни çыннăн хăйĕн ĕçĕпе савăнăçĕ, хăйĕн телейĕ. Хăш-пĕрисем ашшĕ-амăшĕн ĕçне малалла туртаççĕ пулсан, теприсем тăванĕсем сĕннипе пĕр-пĕр ĕçе вырнаçаççĕ, виççĕмĕшсем вара çутçанталăк панине — таланта — тĕпе хураççĕ. Юратнă ĕçе, паллах, пĕр кун хушшинче суйласа илме май çук. Çапах çын хăш енне туртăнасси пĕчĕкренех палăрать.
Çĕр çинчи мĕн пур ĕçе çыннăн ăста аллипе çивĕч ăс-хакăлĕ тăвать. Çакăн евĕр ĕçсене çĕклекен çынсен профессийĕсене шутласа кăларма та çук: агроном, летчик, çăкăр пĕçерекен, ĕне сăвакан, юрă çыракан, çĕр сухалакан, сутуçă, сăвăç, пулăç, строитель…
Акă, Каçал тăрăхнех илер. Флорист ăсталăхне алла илнĕ çын пирĕн йышлах мар. Шурут Нурăс çыннисене вара ку енчен ăннă темелле: пĕр-пĕр чыслава каймалла чухне илемлĕ композиципе пулăшма пултаракан çын ялтах пур. Ку вăл — Марина Горбунова. Хĕрарăм чечексенчен хитре парне ăсталама питĕ маçтăр.
Кĕрхи илемлĕ кун Марина Геннадьевна йĕркеленĕ ăсталăх класĕпе паллашма вырăнти культура çуртне шкул ачисем, вĕрентекенсем чылайăн пуçтарăнчĕç. Флорист алă айĕнчи япаласенчен — тĕрлĕ тĕслĕ хутран, хăюсенчен — хÿхĕм çыхă янтăлас вăрттăнлăха пухăннисене уçса пачĕ. Чечек ÿнерне хăй тĕллĕнех хăнăхнăскер, чăннипех те, ылтăн алăллă пулни ĕçе пуçăнсанах палăрчĕ. Ачасем пĕр вырăнта пăхса лараймарĕç, часах Марина Геннадьевна тавра пуçтарăнчĕç. Акă, кĕске хушăрах ăстаçă ертсе пынипе карçинкка тĕрлĕ тĕслĕ чечексемпе тулчĕ те. Маттур çын яланах пултарулăхне ÿстерет. Вăл тĕрлĕ чечек çыххисем те пуçтарать. Хăнана, уява каять-и? Марина аллинче яланах хитре чечек çыххи.

Е. КОЗЛОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *