Суббота, 20 апреля

Ют çĕршыв паспортне портал урлă

Ют çĕршыв паспортне портал урлă

Халĕ Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă çĕнĕ тата кивĕ йышши ют çĕршыв паспортне илме пулать. Ют çĕр-шыв паспорчĕсем мĕнпе уйрăлса тăраççĕ-ха? Çĕнĕ йышши ют çĕршыв паспортне 10 çуллăха параççĕ, киввине — 5 çуллăха; çĕнĕ йышши паспортра 46 страница, киввинче — 36; кивĕ йышшине ачасем çинчен çырнине кĕртме пулать, çĕннинче кун пек май çук; патшалăх пошлини çĕнĕ йышши паспортшăн çитĕннисен — 5000 тенкĕ, 14 çул тултарман ачасен — 1750 тенкĕ, кивĕ йышши паспортшăн çитĕннисен — 2000 тенкĕ, ачасен — 700 тенкĕ. Çав вăхăтрах патшалăх пошлинине портал урлă тÿлесен, хуть те хăш ют çĕршыв паспорчĕшĕн те 30 процент йÿнĕрех тÿлемелле пулать.
Çапла вара ют çĕршыв паспортне портал урлă илес тесен gosuslugi.ru сайтра регистрациленмелле, «Ют çĕршыв паспорчĕ» пулăшăва суйламалла, электронлă мелпе заявление тултармалла. Паспорт илме çак документсем кирлĕ пулаççĕ: паспорт, ют çĕршыв паспорчĕ /пур пулсан, срокĕ тухман пулсан/, хушамата, ята, ашшĕ ятне улăштарни çинчен калакан свидетельство /çак даннăйсем улшăннă пулсан/, çар билечĕ /18—27 çулсенчи арçынсем валли/, çар çыннисем вали командовани панă разрешени, сăнÿкерчĕк. Çавăн пекех юлашки 10 çул хушшинче ăçта ĕçлени, вĕренни çинчен калакан сведенисене кăтартмалла.
Çакăн хыççăн порталти харпăр хăй кабинетне заявление йышăнни çинчен уведомлени килет. Унтан патшалăх пошлинине тÿлемелле. Çакна портал урлă онлайн мелпе тусан хак 30 процент йÿнĕрех пулать, квитанципе банка кайса тулли хака тÿлемелле пулать.
Харпăр хăй кабинетне ШĔМĕн миграци енĕпе ĕçлекен уйрăмне пыма чĕнекен çыру килсен, заявленире кăтартнă документсен оригиналĕсемпе асăннă уйрăма çитмелле. Унта сирĕн даннăйсене тĕрĕслеççĕ, сăн ÿкерсе илеççĕ, хатĕр паспорта хăçан килсе илме пулнине палăртаççĕ. Çапла вара асăннă вăхăтра паспорта кайса илсе çул çÿреве каймалли çеç юлать.
Аса илтеретпĕр: çула тухиччен суд парăмĕ çуккине тĕрĕслесен аван, парăмсемпе çĕршывран кăлармасан та пултараççĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *