Пятница, 13 декабря

Ырă ĕç ырăпа таврăнать

Ырă ĕç ырăпа таврăнать

Пурнăçри чи паха япаласене нихăçан та туянма май çук: атте-аннене, ача-пăчана, çемьене, çынлăха, килĕшÿпе ăнланулăха, юратăва… Апла пулин те тимлĕхпе чун-чĕре ăшшине, тăрăшсан, ыттисемпе пайлама вара пулатех.
Кăçалхи чи пĕлтерĕшлĕ пулăм вăл — 2018 çула Раççейре Ырă ĕç тăвакансен çулталăкĕ тесе йышăнни. «Ырă кăмăллăх — вăл пĕчĕк паттăрлăх, анчах та унăн çимĕçĕ — пĕчĕк пĕрчĕрен ÿссе çитĕннĕ çимĕç кÿрекен йывăçпа танах. Çакăн евĕр этем чăн-чăн ÇЫН пулать», —тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Мускав тата пĕтĕм Руç патриархĕ Кирилл.
Район хаçат редакцине тем тĕрлĕ ыйтупа та кĕрсе тухаççĕ. Мĕнех?! Çын пурнăçĕ вăл — уйрăм кĕнеке. Кĕнеке шурă çине хурапа çырăнать пулсан, пурнăçри пулăмсем этем чĕринче ĕмĕрлĕхе çырăнса юлаççĕ. Анчах, хурапа-и е шурăпа?!
Тĕслĕхрен, «Çĕрулмине мухтав» агрофирмăн генеральнăй директорне Хасиятулла Идиатуллина, «Пограничниксен тăванлăхĕ» обществăлла организацин районти уйрăмĕн председателĕн çумне Геннадий Филиппова тата Совет çарĕсен Германири ушкăнĕн районти ветерансен ассоциацийĕн ертÿçине Анатолий Архипова, Анатолий Потемкин фермера, Рамис Хайртдинов уйрăм предпринимателе илер. Вĕсем районăн экономика лару-тăрăвне аталантарнипе пĕрлех кунта пурăнакан граждансен шăпи çине те алă сулмаççĕ: хастарсем районти нумай ачаллă, сахал тупăшлă çемьесене, хăйсен ĕçченĕсемпе ветеранĕсене пулăшса «Каçал ен» тата «Вакыт» хаçатсене 2018 çулхи иккĕмĕш çур çула çырăнса пачĕç. Кун пек ырă ĕçе вĕсем пĕрремĕш хут çеç мар, кашни çулах пурнăçлаççĕ. Çакăншăн вара чи малтанах эпир, хаçат редакцийĕн ĕçченĕсем, тата хисеплĕ вулакансем, вĕсене чĕререн тав тăватпăр. Акă, 2019 çулхи 1-мĕш çур çула валли çырăнтару тапхăрĕ пуçланнă май, вĕсем кăçал та ырă ĕç тăвасса шанатпăрах. Хисеплĕ вулакансем тата районта пурăнакансем, эсир кăçал ырă ĕç тума манман-и? Ырă ĕçе пурнăçласа эсир те шкулсене, ача сачĕсене, нумай ачаллă çемьесене, ватă çынсене хаçат çырăнса пама пултаратăр. Çакна пурнăçлама хаçат редакцине çитмелле е почтальонсемпе тĕл пулмалла çеç.
— Ырă çын нихăçан та йăлăнтармасть, унăн пĕр аллинчен каять те тепринчен кĕрет, — тени халĕ те асрах. Çавăнпа та, çак сăмахсене асра тытса, çынсене май пур таран пулăшма, вĕсен пурнăçне çутă хĕвел шевли евĕр кĕрсе татах та çутатма тăрăшатпăр. Телей укçара мар, пĕр-пĕрне пулăшма пултарнинче, ырă тунинче, — теççĕ Каçал тăрăхĕн хастар çыннисем.
Капла каласан, нумаях та мар темелле: хаçат çырăнса панă? Панă… Анчах та асăннă категорири граждансене тимлĕх уйăрни, пулăшма тăрăшни темрен те паха. Çакăн евĕр çынсем татах та ытларах пулсан пурнăç тата авантарах, ăшăрах пулнă пулĕччĕ. Тавтапуç вĕсене, ырă кăмăлĕшĕн, чĕре ăшшишĕн.
А.ИСАЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *