Четверг, 25 апреля

129 ача çуралнă

129 ача çуралнă

Кăçалхи 9 уйăхра районта 129 пепке çут тĕнчене килнĕ, пĕлтĕрхи çак вăхăтра — 177. Çав шутра 79 арçын ача тата 50 хĕрача. Арçын ачасене ытларах Булат, Глеб, Самир, Богдан, Василий тата Надир ятсем хунă. Хĕр пĕрчисем валли Азалия, Анна, Ева, Елизавета тата Сафина ятсене суйланă.
Ачасен ашшĕ пулнине 15 арçын çирĕплетнĕ. Ку вăл пĕлтĕрхинчен 5 ытларах.
Кăçал Мендельсон маршĕ 65 мăшăршăн янăранă. Ку пĕлтĕрхинчен чылай сахалрах /2017 çулта — 92/. Хĕрсем ытларах чухне 18—24 çулта алла венчет çĕрри тăхăнаççĕ, каччăсем вара 25—34 çулта. Тĕрлĕ сăлтава пула çемье арканнă тĕслĕхсем — 29, вĕсенчен 26 мăшăра суд урлă уйăрнă. Пĕлтĕрхи çак тапхăрта 32 çемье арканнă.
Шел пулин те, вилекенсен шучĕ районта çуралакансенчен чылай пысăкрах. 9 уйăхра 259 çын пурнăçран уйрăлнă, пĕлтĕр — 296. Вилнĕ арçынсен вăтам ÿсĕмĕ — 66 çул, хĕрарăмсен — 82.
О.ФЕДОТОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *