Инçе çула кĕскетсе çитрĕмĕр фестивале

Инçе çула кĕскетсе çитрĕмĕр фестивале

Иртнĕ шăматкун, октябрĕн 20-мĕшĕнче, Тукай ял тăрăхĕнчи этнокультура паркĕнче «Кĕр сăри» уяв иртрĕ. Регионсем хушшинчи «Ĕмĕрсен эрешĕсем» фестивале республикăри фольклор ансамблĕсем кăна мар, Тутарстан тата Пушкăртстан Республикисенче пурăнакан чăвашсем те чылайăн çитрĕç. Фестивале район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Осиповпа Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕн директорĕн çумĕ Ирина Дмитриева, районти культура çурчĕн директорĕ Мария Илларионова уçрĕç.
Уяв тĕллевĕ — çамрăксене аваллăхпа паллаштарасси, йăх-несĕлсенчен пыракан йăла-йĕркене упраса хăварса ăна аталантарасси. Фестивальре чăваш халăхĕн пурнăçĕпе, йăли-йĕркипе, вĕсен ăсталăх-пултарулăхĕпе, культурипе паллашма пултартăмăр. Кунтах — хăна çурчĕсем. Алă ăстисен ĕçĕсемпе, тĕрĕ-эрешпе капăрлатнă çуртсем, чăн та, питĕ чаплă, сĕтел çинче — тĕрлĕ юр-вар, шăрттан, хуплу… Килен-каяна кашни хуçа хапăл. Çынсене вĕсем юрă-ташăпа кĕтсе илсе, каярах вĕри шÿрпепе сăйласа ăсатса ячĕç.
— Чăвашсем — питĕ ĕçчен те пултаруллă халăх. Вĕсем çĕр ĕçлесе пурăннă май, ăна хисепленĕ, хисеплеççĕ те. Çавна май ĕмĕр-ĕмĕрех, тыр-пул пухса кĕртнĕ хыççăн, чÿлмекри пĕлтĕрхи сăрапа кăçалхи сăрана пĕрлештернĕ. Кун пек тусан сăра техĕмлĕ те перекетлĕ пулать, килес çулчченех çитет тенĕ. Авалран килекен йăла-йĕркесене пирĕн манмалла мар, ăна хисеплемелле. Паян эпир кунта алă ăстисен ĕçĕсемпе те паллашма пултартăмăр, çакăн евĕр ылтăн алăллă çынсем хамăр хушăмăртах пулни уйрăмах хавхалантарать. Йывăçран касса тунă пичкесем, тĕрлĕрен кĕлеткесем… Мĕн кăна çук-ши кунта; Ĕмĕрхи япаласене упрамалли музей кашни культура учрежденийĕнчех пулмалла, — терĕ Трактор тăвакансен культура керменĕн директорĕн çумĕ Ирина Дмитрие- ва.
Сцена çинче кил хуçи çăкăрпа чăкăта валеçнĕ хыççăн пурте «Алран кайми аки-сухи» юрра юрларĕç. Çак кун эпир чăвашсен авалхи юрри-кĕввине итлесе, çулăмлă ташшине курса киленме пултартăмăр. Вырăнти «Каçал» халăх, «Палан», «Шурăмпуç, «Шÿлкеме», юнашар районсенчи «Тайпи», «Ахах», «Илем», «Йăлтăм», «Чемен», «Улах», «Эревет», «Сурпан», «Енĕшсем», «Тăрмăш» фольклор ансамблĕсем шăрантарнă юрăсем таврана саланса кĕрхи ытарайми илемлĕ куна татах та хитрелетрĕç, курма килнĕ çынсен кăмăлĕсене татах та уçрĕç. Фестиваль Елчĕк районĕнчи «Шуçăм» фольклор ансамблĕ юрлакан «Каятпăр вĕт, каятпăр вĕт, тăвансем, ăсатса ярăр!» юрăпа вĕçленчĕ. Фестивале хутшăннă кашни ушкăнах асăнмалăх парнесемпе Дипломсем парса хавхалантарчĕç.
— Мероприяти пире, куракансене, питĕ килĕшрĕ. Ÿркенмесĕрех ятарласа кÿршĕ районтан, Йĕпреçрен, уяв курма çитрĕмĕр. Ăна йĕркелекенсене, кĕтсе илекенсене, уйрăмах Тукай ял тăрăхĕн пуçлăхне Ольга Андреевăна, ĕçченсене çакăн пек уяв йĕркеленĕшĕн пысăк тав, — терĕç Шăрттан ялĕн çыннисем, сывпуллашнă май.
Тукай ял тăрăхĕнчи фестиваль чăннипех çÿллĕ шайра иртрĕ. Çакна килсе çитнĕ хăнасем тĕслĕхпе çирĕплетрĕç. Кашниех: «Савăнма, пĕр-пĕрин паха опычĕпе паллашма çав тери кăмăллă пулчĕ», — терĕç. Пурте пĕрле туслă савăнса пурăннине мĕн çиттĕр? Çак йăла йăхран-йăха куçса пытăр.
А.ДЕНИСОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *