Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн библиотекинче тĕрлĕ мероприяти йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Вĕренекенсем кĕнеке эрнелĕхне хаваспах хутшăнаççĕ. Çак вăхăтра Ольга Кириллова библиотекарь ачасене чи малтанах вулавăшпа тĕплĕн паллаштарать.
Кĕнеке — чи çывăх тус пулнине тĕслĕхсемпе çирĕплетсе парать. Ольга Алексеевна ачасене библиотекăра хăйсене мĕнле тытмаллине каласа ăнлантарать. Пĕчĕкскерсене кĕнекепе интереслентерес тесе кăсăклă япаласем çинчен каласа кăтартать. Акă, чи пĕчĕк тата чи пысăк кĕнеке çинчен каласа пачĕ.
— Тĕнчери чи пĕчĕк кĕнекене пирваях Гиннесс кĕнекине кĕртнĕ. Ăна 2016 çулхи март уйăхĕнче Новосибирск ÿнерçи Владимир Анискин шутласа кăларнă. Вăл кĕнекене 2 мăкăнь вăррисен çурринче вырнаçтарнă. Кĕнеке калăпăшĕ 0,07х0,09 мм. Ăна микроскоп витĕр анчах вулама пулать. Чи пысăк кĕнеке калăпăшĕ вара 6 метр çÿллĕш, 3 метр сарлакăш, 492 килогрампа танлашать. Вăл 4 страницăран анчах тăрать, унта Сергей Михалковăн 12 сăвви вырнаçнă,— каласа пачĕ Ольга Алексеевна.
Кĕнекепе туслашни вара чăннипех те паха. Пирĕн тавракурăм аталанать, эпир çĕннине нумай пĕлетпĕр.
А.МАТРОСОВА.