Суббота, 20 апреля

Литература каçĕ иртрĕ

Литература каçĕ иртрĕ

Юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче — вырăс поэтессин Марина Цветаеван çуралнă кунĕ. Çак ятпа Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче литература каçĕ иртрĕ. Вырăс чĕлхипе литература вĕрентекен Галина Митрофановна Павлова вунпĕрмĕш класс вĕренекенĕсемпе Мария Цветаевăна халалласа мероприяти йĕркелерĕ.
Литература каçĕнче Марина Цветаеван пултарулăхĕпе тата çывăхрах паллашма пултартăмăр. Унăн илемлĕ сăввисене вуларăмăр, юрăсем те юрларăмăр.
Галина Митрофановна литература каçне çав тери интереслĕ те хăйне евĕрлĕ йĕркелерĕ. Эпир хамăрăн тавракурăма анлăлатрăмăр, çĕннине нумай пĕлтĕмĕр. Урокра пĕлĕве ÿстеретĕн, литература каçĕнче творчествăлла аталанатăн.
Н. ФЕДОТОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *