Октябрĕн 19-мĕшĕнче следователь-криминалистсен службине туса хунăранпа 64 çул çитрĕ. Çак службăн историйĕ 1954 çулта, прокурор-криминалистăн должноçне туса хурсан, пуçланнă. Каярахпа прокурор-криминалистсен службинчен следователь-криминалистсен службине йĕркеленĕ. Ячĕ улшăннă пулсан та, тĕллевĕсем çавсемех юлнă: уйрăмах йывăр преступленисене тĕпчеме пулăшасси, преступленисене уçса парас ĕçе криминалистика техникин, суд экспертизин çĕнĕ майĕсене, наука сĕнĕвĕсене кĕртесси.
Кăçалхи 9 уйăхра пирĕн республикăра уйрăмах йывăр преступленисен шучĕ чакнă. Çын вĕлернĕ е вĕлерме тăнă 39 тĕслĕхе, çын сывлăхне йывăр сиен кÿнипе вăл вилнĕ 34 тĕслĕхе регистрациленĕ. Пĕлтĕрхи çак вăхăтра ку кăтартусем 64 тата 41-пе танлашнă, вĕсенчен 98 тата 97 процентне уçса панă.
Çакăн пек преступленисене уçса парасси çине криминалистикăн çĕнĕ мелĕсем витĕм кÿреççĕ. Халĕ генетика, одорологи /шăршă тăрăх пĕлесси/ тата ытти нумай экспертизăна ирттерме май пур. Вĕсем пулăшнипе преступлени вырăнĕнче куçпа курăнман йĕрсене тупма пулать. Акă, сăмахран, генетика экспертизи тата кăçалхи июль уйăхĕнче пирĕн республикăра уçăлнă ДНК-лабораторийĕ пулăшнипе 2015 çулта Чулхулара 22 çулхи хĕре вĕлернĕ арçынна тытса чарма май килнĕ. Март уйăхĕнче Канаш хулинче пĕлтĕр çуркунне тупнă тин çуралнă ачан виллипе çыхăннă ĕçе уçса панă. Çак тĕллевпе 50 ытла свидетеле ыйтса тĕпченĕ, асăннă хулара тата Канаш районĕнче пурăнакан 100 ытла хĕрарăма судпа генетика тĕрĕслевĕ витĕр кăларнă. Тĕрĕслев вăхăтĕнче пĕр хĕрарăмăн генотипĕ вилнĕ ачан генотипĕпе пĕр килнине тупса палăртнă. 32 çулти хĕрарăм хăйĕн айăпне йышăннă, январь уйăхĕнче хĕрача çуратса ăна вĕлернине, унăн виллине гараж комплексĕнче пытарнине каласа панă.
Криминалистика службин ĕçченĕсен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри — тунă преступленисем айăплавсăр ан юлччăр тесе тăрăшасси. Кăçал унччен уçса парайман 23 преступление уçса панă. Çапла 2002 çулта Çĕнĕ Шупашкар çыннине персе вĕлернĕ арçынна кăçал тупса палăртнă. Çын вĕлернĕ хыççăн вăл Чăваш Республикинчен тухса кайса кăçалхи май уйăхĕчченех пытанса пурăннă. Халĕ вара ăна Владимир облаçĕнчи Покров хулинче тытса чарнă. Çавăн пекех 1991 çулта çухалнă Шупашкар çыннин ĕçне уçăмлатнă.Малтанхи арăмĕн хĕрĕ вĕлернине тĕпчесе пĕлнĕ. Малтанах хĕрарăм айăпне йышăнман, каярах вара тĕпчев вăхăтĕнче вăл йăлтах каласа панă, ашшĕн виллине ăçта пытарнине кăтартнă. Ку ĕçе малалла тĕпчеççĕ.
Криминалистсен ĕçĕнче карас телефонсем çинчи информацие копи туса илме тата тасатнă информацие çĕнĕрен тупса кăларса илме май паракан хатĕр чылай пулăшать. Вăл пулăшнипе пĕлтĕрхи июль уйăхĕнче çыхăнăва тухма пăрахнă хĕр-арăма кам вĕлернине уçса пама май килнĕ.
Çавăн пекех следстви ĕçĕнче цианакрилат камерипе тата эксперт çутипе, GPS-навигаторсемпе, ультрафиолет çутисемпе, тимĕр тупакан хатĕрсемпе, полиграфпа тата ытти криминалистика техникипе ăнăçлăн усă кураççĕ. Вĕсем пулăшнипе айăплавран пăрăнса юлма тăрăшакансен уголовлă явап тытма тиветех.
Т. ПРЫГУНОВА,
РФ Следстви Комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви уйрăмĕн следователь помощникĕ.