Хастар дружинника палăртрĕç

Хастар дружинника палăртрĕç

Халăх дружини — обществăлла вырăнсенчи йĕркелĕхе ирĕклĕ майпа сыхлакан граждансен пĕрлешĕвĕ. Районта вăл 2015 çулхи апрель уйăхĕнче ĕçлеме пикеннĕ. Вырăнти организацие Мария Илларионова командир ертсе пырать.
— Халăх дружинин хастарĕсем обществăлла йĕркелĕхе тĕрĕслесе тăраççĕ. Вĕсемех тĕнче тетелĕнче ачасемпе çамрăксен сывлăхне сиен кÿме пултаракан информацисене тупса палăртаççĕ. Хастарсем йĕркене пăсакансемпе кĕрешеççĕ. Асăннă организацие хута яни пирĕншĕн, полици ĕçченĕсемшĕн, пысăк пулăшу, — терĕ организаци ĕç-хĕлне пысăк хак парса Сергей Прохоров ĕçчен.
Октябрĕн 16-мĕшĕнче районти «Кĕтне» ФСКра халăх дружинин хастарĕсем тĕрлĕ ăмăртусенче вăй виçрĕç. Ку вăл — «Чи лайăх халăх дружинникĕ» республика конкурсĕн районти тапхăрĕ. Тупăшăва Дмитрий Иванов, Луиза Иванова, Светлана Ильина, Михаил Кузнецов, Николай Носов, Алена Николаева, Вера Сивкина, Елена Шленкина тата Рамис Хамидуллин хутшăнчĕç. Конкурсантсене чăн малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен уйрăмĕн начальникĕ Инна Лепешкина ăшшăн саламларĕ, дружинниксене йĕркене тытса тăма пулăшнăшăн тав тунă хыççăн вĕсене стартра ăнăçу сунчĕ.
Хастарсем, пневматика винтовкинчен персе тупăшнă хыççăн, 1000 метрлă дистанцие парăнтарчĕç. Çавăн пекех вĕсен хăйсен юридици пĕлĕвне тата пĕрремĕш пулăшу пама пĕлнине те çирĕплетме тиврĕ. Кашни ăмăрту хăйне евĕр кăсăк та пĕлтерĕшлĕ. Баллсене шутланă хыççăн жюри Алена Николаева виççĕмĕш вырăна тивĕçнине пĕлтерчĕ. Иккĕмĕш вырăнпа Николай Носов палăрчĕ. Вера Сивкина вара çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕ. Малти вырăнсене çĕнсе илнĕ хастарсен район чысне республикăра хÿтелеме тивĕ. Эпир вĕсене ăнăçу сунатпăр. Призерсем район администрацийĕн пуçлăхĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕç.
А.ИСАЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *