Пятница, 26 апреля

Ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ, тĕллевĕсем паллă

Ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ, тĕллевĕсем паллă

Иртнĕ эрнере РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомоль-ский» уйрăмĕ 2018 çулхи тăхăр уйăхри ĕçне пĕтĕмлетрĕ, çавăн пекех IV кварталта туса ирттермелли ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ. Канашлăва ЧР ШĔМ министрĕн çумĕ Леонид Вакс полковник, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн начальникĕ Ринат Зайнуллин, район прокурорĕ Владимир Николаев тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Пухăннисене чăн малтанах Ринат Зайнуллин кăçалхи тăхăр уйăхри ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ.
— Йĕрке хуралĕнче тăрăшаканăн ĕçĕ пĕрре те çăмăл мар. Вăрланă, хĕнесе амантнă е тата тепĕр тĕрлĕ преступлени тунă — эпир пурне те уçăмлататпăр. Çак тĕлĕшпе тĕрлĕрен ĕç туса ирттеретпĕр. Халăха тăнăçлăхпа тивĕçтересси — пирвайхи тĕп тивĕç, — терĕ вăл хăйĕн сăма-хĕнче.
Уйрăмра çавăн пекех халăха патшалăх пулăшăвĕсемпе те тивĕçтереççĕ. Тăхăр уйăхра 1 пин те 550 ыйтупа тухнă, вĕсенчен 1544-шĕ — электронлă мелпе. Кăтарту тăрăх çакă паллă — халăх патшалăх кÿрекен çăмăллăхсемпе усă курма хăнăхса пырать.
Сотрудниксем граждансен ыйтăвĕсем пĕри те айккинче хуравсăр ан юлччăр теççĕ. Вĕсем кăçалхи тăхăр уйăхра пурĕ 3593 административлă преступление шута илнĕ. Сăмах май, пĕлтĕрхи çак тапхăрта вĕсен шучĕ 3544-па танлашнă пулнă. Кăçал пурĕ 128 уголовлă ĕç пуçарнă пулсан, 238-ĕшне йĕрке хуралĕн ытти органĕсене ярса панă.
Профилактика мероприятийĕсен витĕмĕ çинче чарăнсан та йăнăш пулмĕ. Вĕсен усси куçкĕрет. Ăна çирĕплетекенни — районта преступленисен шучĕ чакни. Çав вăхăтрах вара Элпуç, Хырхĕрри, Аслă Çĕрпÿел, Шурут, Урмаел тата Александровка ял тăрăхĕсенче вĕсен шучĕ ÿснĕ.
Должноçри преступлени, коррупци тата муниципалитетпа патшалăх пурлăхне вăрлани чи йывăр преступленисен шутне кĕрет. Отчетлă тапхăрта экономика сферинче çакăн евĕр 7 преступление тупса палăртнă, çав шутра 3-шĕ — коррупци сĕмĕлли. Тепĕр икĕ преступление патшалăх службине хирĕçле тесе йышăннă пулсан, ытти — алкогольлĕ продукцие саккунсăр мелпе сутни.
Мобильлĕ çыхăнупа усă курса банк карттисенчен укçа-тенкĕ вăрланипе çыхăннă преступленисене ÿсме паманни — ырă пулăм. Анчах та ку алă усмаллине пĕлтермест — профилактика ĕçĕсем ирттермелле, халăхпа, ĕç коллективĕсемпе куçа-куçăн тĕл пулмалла, массăллă информаци хатĕрĕсем урлă ăнлантару ĕçĕсем ирттермелле.
Наркотиклă тата психотроплă япаласемпе, хĕç-пăшалпа саккунсăр майпа усă курассине чарас енĕпе кĕрешесси — пĕлтерĕшлисен йышĕнче. Районта хĕç-пăшалпа саккунсăр усă курнă тесе 1 çынна айăпланă, 3 преступлени — наркотиклă япаласене çаврăнăша кĕртни. Йĕркене пăсакансен административлă майпа явап тытма тивнĕ.
Полици сотрудникĕн ĕçне хаклаканни — тунă преступленисене кĕске вăхăтра уçса пама пултарни. Çынна вĕлернĕ, унăн сывлăхне йывăр сиен кÿнĕ, хĕненĕ, вĕлерессипе хăратнă, вăрланă е çакăн йышши ытти преступленисене районта 100 проценчĕпех уçса панă. Çавăн пекех иртнĕ çулсенче тунă 2 усал ĕçе уçăмлатнă, 13-шне суда ярса панă. Çынна хĕненипе административлă 42 протокол çырнă.
Кăçалхи 9 уйăхра ют çĕршыв тата гражданствăсăр 183 çынна миграци учетне тăратнă. Оперативлă профилактика мероприятийĕсем вăхăтĕнче сотрудниксем миграци тĕлĕшĕпе çыхăннă административлă йĕркене пăснă 143 тĕслĕхе тупса палăртнă.
Криминогенлă лару-тăрăва çирĕплетес тĕллевпе районта мобильлĕ тата хальхи сыхлав мелĕсемпе усă кураççĕ. Ку тĕлĕшпе районта 23 видеокамера ĕçлет. Вĕсем пулăшнипе административлă майпа йĕркене пăснă 20 тĕслĕхе тупса палăртнă. Йĕркене пăснă кашни гражданăн явап тытма тивнĕ.
Оперативлă профилактикăллă мероприятисем туса ирттернипе обществăлла вырăнсенче преступлени тăвасси — 13,2 процент /38-тан 33/, çав шутран урамсенче 28,6 процент /35-рен 25/ чакнă. Çав вăхăтрах обществăлла вырăнсенче тунă преступленисем вара ÿснĕ. Унăн шучĕ вăрланипе çыхăннă. Усал ĕçе тăвакансенчен чылайăшĕ — ĕçсĕр граждансем, 15 çын вĕсене хаяр шĕвек ĕçсен тунă.
ÇÇХПИ сотрудникĕсем çул-йĕр правилисене пăхăнман 1974 çынна тытса чарнă, вĕсенчен 41-ĕшĕн руль умне ÿсĕрле ларнишĕн административлă майпа, 8 гражданинăн РФ УК 264.1 пункчĕпе явап тытма тивнĕ.
ЧР ШĔМĕн 2017 çулхи июлĕн 4-мĕшĕнче йышăннă 811 номерлĕ хушăвĕпе килĕшÿллĕн, кăçалхи III кварталта республикăри кашни муниципаллă районта полици сотрудникĕсен ĕç-хĕлне халăх мĕнле хакланипе кăсăкланнă. Пирĕн районтан ыйтăма 397 çын хутшăннă. Кăтарту тăрăх çакă паллă — халăх полици сотрудникĕсене шанать, вĕсен ĕçне аван тесе хаклать.
Юлашкинчен çакна калас килет — полици ĕçченĕсем умри тĕллевсене пурнăçлама хатĕр.
А.ИСАЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *