Четверг, 25 апреля

Урăх йĕркепе шутлаççĕ

Урăх йĕркепе шутлаççĕ

ЧР Конкурентлă политика тата тарифсем енĕпе ĕçлекен Патшалăх служби регионаллă операторăн пулăшăвĕсемшĕн тÿлеме пĕрлĕхлĕ тариф çирĕплетнĕ: 1 кубла метршăн — 442,22 тенкĕ, 1 тоннăшăн — 4138,64 тенкĕ. Пĕрлĕхлĕ тарифа хытă каяшсене турттарса каяссине, сиенсĕрлетессине, чавса чикессине кĕртнĕ.
ЧР Строительство министерстви пуçтарăнакан каяшсен нормативне çирĕплетнĕ. Вăл 1 çынна валли çулталăкне 2,02 кубла метрпа танлашать.
Унччен коммуналлă хытă каяшсене турттарса тухнине патшалăх йĕркелесе пыман, хака çÿп-çап пуçтаракансем хăйсем палăртнă. Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче тата Шупашкар районĕнче ку тÿлев каяшсен 1 кубла метрĕ пуçне 500 тенкĕпе танлашнă. Халĕ çак вырăнсенче палăртнă пĕрлĕхлĕ тариф 11,5 процент чухлĕ сахалрах.
Çавăн пекех унччен çÿп-çапа турттарса тухнин тÿлевне тăваткал метрсен шучĕпе шутланă пулсан, халĕ çакна хваттерте пурăнакансен шучĕпе шутласа кăларĕç. Пĕчĕк хваттерсенче нумайăн пурăнакансемшĕн тÿлев чылай пысăкланĕ. Пысăк хваттерсенче сахалăн пурăнакансемшĕн вара хак чакни туйăнĕ.
Çĕнĕ йĕркепе шутлама пуçлани граждансен тÿлевĕсем çине вăтамран мĕнле витĕм кÿнине специалистсем шутласа кăларнă. Сăмахран, 33 тăваткал метрлă пĕр пÿлĕмлĕ хваттерте пĕччен пурăнакан çыннăн тÿлев шайĕ улшăнмасть. Енчен те çак хваттерте виççĕн пурăнаççĕ пулсан, тÿлев 2,6 процент чухлĕ ÿсет, 5-ĕн пурăнаççĕ пулсан — 4,1 процент ÿсет.
Республика бюджетĕнче халăха социаллă пулăшу пама ятарласа укçа-тенкĕ уйăрнă. Коммуналлă тата çурт-йĕр пулăшăвĕсемшĕн субсиди илме пултарнине социаллă хÿтлĕх пайĕнче ыйтса пĕлме пулать.
Районта пурăнакансен хыт каяшсене илсе тухнишĕн çын пуçне 74,44 тенкĕ тÿлемелле.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *