Суббота, 20 апреля

Ан улталан!

Ан улталан!

Ултавçăсем час-часах шăннă пăр çине лартса янине хаçат страницисенче пĕрре анчах мар çыратпăр, тĕл пулусенче çак ыйтăва час-часах хускататпăр пулин те ултав серепине лекекенсем сахал мар. Тĕслĕхрен, Чăваш Енре иртнĕ кану кунĕсенче кăна 5 çын Интернетри ултавçăсен аллине çакланнă.
Акă, Вăрнар районĕнче пурăнакан 24-ри хĕрарăм соцсетьри пĕлтерÿ тăрăх кредит илме шухăшланă. Счет çине укçа куçарса париччен ăна 3 пин тенкĕ тÿлеме ÿкĕте кĕртнĕ. Хĕр хăйĕн укçине электрон енчĕк çине куçарнă, анчах та шантарнă кредита кĕтсе илеймен.
Çĕрпÿри 49 çулти арçын патне палламанскер шăнкăравланă, хăйĕнпе банк ĕçченĕ тесе паллаштарнă. «Сирĕн карточка çинчи укçана вăрлама тăнă, сире ку енĕ-пе пулăшма пултаратăп», — тенĕ вăл. Чееленсе арçыннăн реквизичĕсене ыйтса пĕлнĕ хыççăн туххăмрах картта çинчи 10 пин тенкĕ çухалнă.
Асăрхаттарсах калатăп, банк карттин реквизичĕсене, уйрăмах карттăн хыçалти енчи виçĕ цифрăна пĕлтермелле мар. Палламан çын шăнкăравларĕ пулсассăн ăна ĕненме кирлĕ мар тата унпа калаçмалла мар. Улталаннине сисрĕр пулсассăн тÿрех 02 телефонпа шăнкăравламалла. Тепĕр хутчен асăрхаттаратпăр: Интернетра улталакансем нумайăн, çавăнпа та кредит е тавар илнĕ чухне çав тери асăрхануллă пулмалла.
И.АВДЕЕВ,
полици начальникĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *