Чиртен сыхланмалла

Чиртен сыхланмалла

Уртаракан чир — чĕр-чунсемшĕн тата çынсемшĕн питĕ пысăк хăрушлăх кăларса тăратакан вируслă чир. Уртаракан чире чылай чухне тискер чĕр-чунсем, йытăсемпе кушаксем сараççĕ. Вирус çынсене тата сывă чĕр-чунсене чирлĕ чĕр-чун çыртсан е унăн сĕлеки сурансем е лăймакаллă сий çине лексен ерет.
Кăçал республика территорийĕнче уртаракан чире тупса палăртнă 4 тĕслĕхе регистрациленĕ: Çĕмĕрле, Канаш /2 тĕслĕх/, Йĕпреç районĕсенче. Çак вырăнсене карантина хупнă, чирпе кĕрешмелли мерăсене планпа килĕшÿллĕн йышăннă. Йĕпреç тата Канаш районĕсенчи чире тупса палăртнă вырăнсенчи карантина халĕ те хупман-ха.
Уртаракан чиртен хÿтĕленес тесен мĕн тумалла-ха? Тискер чĕр-чунсен çывăхне пымалла мар, персе вĕлернĕ кашни тискер чĕр-чуна ветеринари лабораторийĕнче тĕрĕслеттермелле. Тилĕсен, енот евĕрлĕ йытăсен тата ытти чĕр-чунсен тирне сÿни хăрушлăх кăларса тăратма пултарать.
Çыншăн чирлĕ тилĕ питĕ хăрушă, мĕншĕн тесен вăл хăвăрт тапăнать. Вăл килти выльăхсене, йытăсене çыртнă тĕслĕх нумай.
Уртаракан чир сезонлă чир шутланать, çавăнпа та халĕ вăрмансенче çÿренĕ чухне асăрхануллă пулмалла, килсĕр йытă-кушаксен çывăхне пымалла мар. Вăрмантан килнĕ хыççăн йытă хăйне урăхла тытать е ăна тискер чĕр-чун çыртнă пулсан, çийĕнчех ветеринара кăтартмалла.
С.ВАСИЛЬЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *