Воскресенье, 26 мая

19 пушар тухнă

19 пушар тухнă

РФ Чрезвычайлă лару-тăрусен министерствин надзор тата профилактика ĕçĕн районти уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи 9 уйăхра районта 19 хутчен пушар тухнине регистрациленĕ. «Хĕрлĕ автан» кÿнĕ пĕтĕмĕшле тăкака 3,8 миллион тенке яхăн хакланă. Александровка, Чĕчкен тата Кайнлăк ял поселенийĕсенче пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан пушарсен шучĕ ÿснĕ.
Ытларах чухне пушар электропроводка юсавсăр пулнипе, кăмакасемпе усă курнă чухне пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманнипе, çулăмпа асăрханусăр усă курнипе тухнине палăртнă.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *