Пятница, 13 декабря

Йывăç лартнă

Йывăç лартнă

Çак кунсенче Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн ачисем Тукай ялĕнчи ача сачĕ тавра пихта йывăççин калчисене лартрĕç. Йывăç лартас ĕçе вĕсем пурте пĕрле хутшăнчĕç. Ĕçе çийĕнчех ырана хăвармасăр пурнăçларĕç.
Пихта йывăçĕсене Çĕнĕ Мăрата илсе çитернĕшĕн вĕренекенсем Раççейри шкул ачисен юхăмне, «Вырăс вăрманĕ» автономи учрежденине тата Ирина Шишкаловăна тав тăваççĕ.
Ачасем йывăç лартнипе çеç çырлахмаççĕ, халĕ вĕсене пăхса тăраççĕ. «Пирĕн тавралăх яланах илемлĕ пултăр», — теççĕ хастарсем.
В.ФИЛИППОВА.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *