Районта хăйĕн пурнăçне культурăпа, искусствăпа тачă çыхăнтарнă çынсем сахал мар. Вĕсем хушшинче сăвăçсем те, музыкантсем те, юрăçсем те пур. Пурте хăй тĕллĕн вĕреннĕскерсем.
Çак кунсенче республикăра «Шăпăр-кĕсле, ай, янра!» фестиваль-конкурс иртрĕ. Кунта чăваш халăх музыка инструменчĕсемпе каласа хăйсен пултарулăхĕпе уйрăмах палăракансем хутшăнчĕç. Пирĕн районта та пур çав инструментсемпе каласа çынсене хăй патне туртакансем.
Наци конгресĕн çĕнĕ çуртĕнче иртрĕ фестиваль. Сцена çине ĕмĕртен çемьере упранса юлнă сĕрме купăспа Асанкасси вăтам шкулĕн учителĕ Вячеслав Салаев тухрĕ. Сăмах май, Вячеславăн ашшĕ — Максим Осипович — тĕрлĕ уявсенче, ĕçкĕ-çикĕре хăнасене çак сĕрме купăспа юрлаттарнă та, ташлаттарнă та. Вĕренÿ ĕçĕнче, шкул директорĕнче чылай-чылай çул ырми-канми тăрăшнă вăл, яланах сăпайлăхпа кăна палăрса тăнă.
Вячеслав Максимовичăн сĕрме купăсĕн янăравлă сассине татах та вăйлатма Владимир Павлов /«Каçал» халăх фольклор ансамблĕн ертÿçи/ купăспа, Валерий Данилов /Кайнлăк ял поселенийĕн культура ĕçченĕ/ параппанпа пулăшрĕç.
Солист «Шăпăр-кĕсле, ай, янра!» фестиваль-конкурсăн дипломне çĕнсе илчĕ.
В.ГАВРИЛОВ.