Кĕнекепе туслашар-и?

Кĕнекепе туслашар-и?

Ача садне çÿрекен ачасемпе ĕçленĕ май мана юлашки вăхăтра шăпăрлансем кĕнекесемпе сахал кăсăкланни пăшăрхантарать. Пирĕн пурнăç улшăнсах тăрать. 21-мĕш ĕмĕр телевиденипе компьютер тапхăрĕ пулни куçкĕрет. Мĕн пĕчĕкренех ача-пăча пушă вăхăта ытларах экран умĕнче ирттерет. Вăл хăйĕн асамлă вăйĕпе ачана пĕтĕмпех хăй тыткăнне илет. «Сенкер экранран» илнĕ хатĕр информаци ачан пĕтĕмĕшле аталанăвне чарса тăрать. Çак лару-тăрура кĕнеке вуланин пĕлтерĕшĕ пысăк. Мĕн тумалла-ха аслин ача кĕнекепе кăсăклантăр тесен? 
Çак ĕçре чи малтан ашшĕ-амăшĕн яваплăха туймалла. Ачана кĕнекепе паллаштарма виçĕ çултан кая юлмасăр тытăнмалла. Мĕн пĕчĕкренех юмахсем, кĕске калавсем, сăвăсем илемлĕ сасăпа, ăнланмалла вуласа памалла. Ача кашни каç аслисем вуласа панă май çывăрса кайтăр, тепĕр кун та çавăн пек пуласса кĕттĕр. Саспаллисемпе паллаштарма кубиксем, ÿкерчĕклĕ алфавит илсе памалла. Вĕсемпе вылянă май ача саспаллисене паллакан та пулать, вĕ-сене тупма хăнăхать. Ултă-çичĕ çулхи ача вулама вĕренсен унпа пĕрле библиотекăна çÿремелле, мĕнле те пулин журнал çырăнса парсассăн та аван. Халĕ ача хăй журналпа кăсăклантăр. Вуланă хайлав пирки шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлмелле. Çак ĕçре ашшĕ-амăшĕ кĕнеке вулама юратни чи пысăк тĕслĕх пулса тăмалла.
Г.МАКАРОВА,
«Радуга» ача сачĕн воспитателĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *