Пятница, 26 апреля

Шкулпа çемье тачă çыхăнура

Шкулпа çемье тачă çыхăнура

Юлашки вăхăтра тĕнчере ирсĕрлĕх анлă сарăлни палăрма тытăнчĕ: каçхи урамра тăлăххăн ĕçсĕр çапкаланса çÿрекен ачасем, вĕсен киревсĕр ĕçĕсем, каярах — наркоманипе эрех-сăра тыткăнĕ… Ирĕксĕрех: «Кĕçĕн çулхисен айăпĕ аслисеннинчен те иртет», — тейĕн. Ку пулăм çине тĕпрен пăхсан малашлăхшăн хăрушлăх тухса тăни куçкĕрет. Пирĕн, учительсен, тĕп тĕллевĕ — çак тискерлĕхĕн «урине çапса хуçасси», ăна аталанма чарасси. Асăннă тĕллеве пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе эпир тĕрлĕрен ĕçсем ирттеретпĕр, вĕсене ашшĕ-амăшне те явăçтаратпăр. Ачасем тивĕçлĕ воспитани илсе çитĕнесси çемьепе шкул çыхăнăвĕнчен чылай килнине пĕлетпĕр-çке.
Ачасен «эпĕ» харпăрлăхĕ чăн малтанах çемьерен пуçланать. Анчах хальхи çăмăл мар саманара çемьене шкул енчен пысăк пулăшу памалла, унпа тачă çыхăнура пулмалла. Çавăн чухне тин эпир ачасене воспитани парас ыйтăва туллин татса пама пултаратпăр.
Çынсем, япаласем, пулăмсем — пурте воспитани параççĕ, анчах пуринчен те ытларах — çынсем. Вĕсенчен аттепе анне тата вĕрентекенсем — пĕрремĕш вырăнта, — тенĕ А.С.Макаренко.
Мĕнре куратпăр-ха эпир çак виçкĕтеслĕх çыхăнăвĕнче; Чи малтан — пирĕн, вĕрентекенсен, ачасен ашшĕ-амăшне вĕренÿпе воспитани планĕн йĕркипе, содержанийĕпе паллаштармалла; уйрăм ачасен çемьери воспитанине тишкермелле; ашшĕ-амăшне ачисемпе пĕрле тĕрлĕ меро-приятисене хутшăнтармалла. Пирĕн шкулта çак ыйтусем çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Акă, тĕслĕхрен, эпир хамăр хушăра час-часах «Спорта юратакан çемье», «Анне, атте тата эпĕ», «Аннесен уявĕ», «Ашшĕсен уявĕ», «Пирĕн сывлăх — уçă сывлăш» тата ытти те ирттеретпĕр.
Иртнĕ кунсенче эпир «Спорта юратакан çемье» конкурс йĕркелерĕмĕр. Унта тăватă çемье хутшăнчĕ. Çемьесем спортра пурте питĕ хастар, пултаруллă. Ăмăрту кăсăк та хăйне евĕрлĕ иртрĕ.
— Спорта питĕ кăмăллатпăр, çавăнпа та çакăн евĕр ăмăртусене çемьепе час-часах хутшăнатпăр. Сывлăх епле пуласси хамăртан килнине пачах манмастпăр, — теççĕ вĕсем кăмăлтан.
Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ, эпир сире пурне те шкулпа тачă çыхăнура пулнишĕн чĕререн тав тăватпăр. Çак çыхăну татах та çирĕпрех пулĕ тесе шанатпăр. Сăмах май, аслисем, хăвăр тĕпренчĕкĕрсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăклансах тăрăр, вĕренÿре епле ĕлкĕрни пирки те ыйтса пĕлĕр. Çавăн чухне çеç эпир сирĕнпе ачасене воспитани парассинче пысăк çи-тĕнÿсем тăвăпăр.

И.СМИРНОВА,
Хырай Ĕнел вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *