Суббота, 20 апреля

Кĕрхи илеме сăнланă

Кĕрхи илеме сăнланă

Кĕрхи çут çанталăк куçа йăмăхтаракан хĕрлĕ, сарă тĕссемпе, ăшă çĕрсене вĕçсе кайма хатĕрленекен вĕçен кайăксен салхуллă сассисемпе, пахча тулли тулăх çимĕçсемпе пултарулăх çыннисене çĕнĕрен çĕнĕ хайлавсенче куç тулли илеме уçса пама хавхалантарать. Çавна май Чăваш халăх, Раççей тава тивĕçлĕ художникĕ Михаил Григорян пирĕн районти тусĕсемпе — Василий Васильев, Вагиз Камалетдинов, Викентий Лукиянов художниксемпе Васильевка тата Аслă Чурачăк ялĕсенче плэнерта пулнă. Ун хыççăн ÿнерçĕсем район администрацийĕн пуçлă-хĕпе курса калаçнă.
Çитес çул пирĕн район хăйĕн 80 çулхи юбилейне паллă тăвать. Çак паллă куна халалласа «Мой край Комсомольский» ятлă кĕнеке-каталог пичетлесе кăларма йышăннă. Александр Осипов çак кĕнекере воспитанири, художествăлла вĕренÿри ăрусен çыхăнăвне кăтартса пама, районти профессионал-художниксен çитĕнĕвĕсемпе паллаштарма сĕннĕ. Комсомольскинчи ача-пăча искусство шкулĕнче живопись тата декораципе хушма искусство енĕпе ачасене пуçламăш пĕлÿ параççĕ. Малалла вара вĕсем хăйсен пĕлĕвне вăтам тата аслă вĕренÿ заведенийĕсенче тарăнлатса чăн-чăн ăстасем пулса тăраççĕ.
Михаил Григорян палăртнă тăрăх, ача-пăча искусство шкулĕн художество уйрăмĕнчен вĕренсе тухакансем республикăра пулас профессие алла илме хатĕр пулнипе палăрса тăраççĕ. Çавăнпа та Чăваш Ен художникĕсем, уйрăмах И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ÿнер факультечĕн вĕрентекенĕсемпе выпускникĕсем, 15 çул ĕнтĕ професси çыхăнăвне тытса пыраççĕ, час-часах искусство шкулĕсемпе пĕрле пленэрсем ирттереççĕ. Ку çыхăну малашне те пĕтсе лармĕ.
Малалла вара хăнасем ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕн Василий Васильевăн картинисен куравĕпе паллашнă. Тепĕр пленэра ÿнерçĕсем Урмаел ялĕнче ирттерме палăртнă.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *