Пятница, 26 апреля

Урăлăх рейтингне хатĕрленĕ

Урăлăх рейтингне хатĕрленĕ

Çакна тума юлашки виçĕ çулхи демографи тата социаллă кăтартусене /ÿсĕрле тунă преступленисен шучĕ, этил спиртне тата алкоголь продукцине саккунсăр майпа сутнă тĕслĕхсем, алкоголь продукцине ваккăн сутакан суту-илÿ точкисен шучĕ, алкоголь продукцийĕ мĕн чухлĕ сутăнни, миçе кун алкоголь продукцине сутма юраманни/, медицина кăтартăвĕсене /алкогольпе наркăмăшланса вилни, алкоголь серепине çакланнисен шучĕ/ шута илнĕ.
Рейтинга Чăваш Ен картти çинче виçĕ тĕслĕ шкалапа палăртнă: хĕрлĕ тĕслĕ районсенче лару-тăру уйрăмах çивĕч, сарă тĕслĕ районсенче лару-тăру вăтам çивĕчлĕхпе палăрса тăрать, симĕс тĕслĕ районсенче кăтартусем республикăри вăтам кăтартусенчен пĕчĕкрех. Хĕрлĕ зонăна Канаш хули, Канаш тата Хĕрлĕ Чутай районĕсем кĕнĕ, симĕс зонăна — Шупашкар хули, Красноармейски тата Йĕпреç районĕсем, ыттисем вара — сарă зонăна лекнĕ.
Çак рейтинг вăл е ку районта çынсем вăйлă ĕçнине çирĕплетмест, вăл алкоголь лару-тăрăвĕ питĕ çивĕч пулнине, çакă демографи кăтартăвĕсем çине те япăх енчен витĕм кÿнине палăртать.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *