Ипотекăна вăхăтра тÿлесе татмалла

Ипотекăна вăхăтра тÿлесе татмалла

Чылай чухне туянакан хваттерĕн пĕтĕм хакне тÿлесе татнă хыççăн çын хăйне тулли праваллă хуçа тесе шутлать. Ипотека çинчен çырни халĕ те сыхланса юлни çинчен вăл хваттере сутма е парнелеме пикенсен кăна аса илет. Хваттер салукĕ пĕттĕр тесен куçман пурлăхăн пĕрлĕхлĕ патшалăх реестрĕнче ун çинчен çырнине хуратмалла. Çакă хăй тĕллĕн пурнăçланмасть. Ипотекăна хупма хваттер сутаканăн заявленийĕ кирлĕ. Анчах чылай чухне нумай çул иртсен сутакана тупма çук, çавăнпа та ку ĕçе суд урлă татса пама тивет.
Акă, Осиповсен çемйин пурăнакан çуртăн ипотеки çинчен çырнине хуратма суда çитме тивнĕ. Осиповсем пайăр харпăрлăха çурт илнĕ пулнă, унпа пĕрлех ипотека регистрациленĕ. Çур çул иртсен юлнă суммăна сутаканăн счечĕ çине куçарса панă. Çапла асăннă çемье çурт хакне пĕтĕмпех тÿлесе татнă, анчах та ипотека çинчен çырнине хуратма маннă. Çакăн çинчен темиçе çултан çеç — çурта сутма шухăш тытсан — аса илнĕ. Çак вăхăт тĕлне çуртăн унчченхи хуçи вилнĕ. Çавăнпа та Осиповсен суд урлă, тÿлев докуменчĕсене тата распискăсене кăтартса хăйсем ипотекăна тÿлесе татнине çирĕплетме тивнĕ.
ЧР Росреестрĕн право тивĕçтерĕвĕн уйрăмĕн начальникĕ Татьяна Захарова палăртнă тăрăх, çакăн пек тĕслĕхсем чылай тĕл пулаççĕ. Саккун тăрăх, Росреестрти ипотека çинчен çырнине хуратма туянакан хăй кăна пыраймасть, унта сутаканпа пĕрле пымалла. Кăçал вара çак саккуна улшăнусем кĕртнĕ. Халĕ сутакан хăй тĕллĕн заявлени çырни тăрăх та ипотекăна хупаççĕ. Çакна килĕшÿ тунă чухнех палăртса хăварма май пур. Унчченхи пек туянаканпа сутакан пĕрле Росреестра пымалли те сыхланса юлнă.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *