Пятница, 4 октября

420 çул хыçра

420 çул хыçра

Чăвашăн авалхи йăли-йĕркине сума суса республикăра, çавăн пекех пирĕн районта та, час-часах уявсем ирттереççĕ: Акатуйпа Çимĕке тата ытти сумлă кунсене те çынсем йышлă пухăнса чыслăн паллă тăваççĕ. Акă, иртнĕ шăматкун, сентябрĕн 29-мĕшĕнче, Кивĕ Сĕнтĕрте ял кунне савăнăçлăн ирттерчĕç.
Кивĕ Сĕнтĕр ялĕ 420 çула çитнĕ май, унăн историне те кăшт аса илсе хăварам. 1943 çулта «Правда» ял хуçалăх артельне йĕркеленĕ. Колхоз председателĕ Иван Марков пулнă. Ун чухне 199 хуçалăхра 792 колхозник шутланнă.
1959 çулта «Правда» тата «Искра» колхозсем пĕрлешнĕ. 1964 çулта вăл «Россия» колхоз йышне кĕнĕ. Тĕрлĕ çулсенче колхоза А.Александров, И.Ильин, П.Мельдин, Г.Михайлов, М.Яковлева, И.Шамбулин, Ф.Марков ертсе пыни паллă.
Çак кун культура çурчĕ умне халăх йышлăн пухăнчĕ. Ял халăхĕ кĕрхи ĕçлесе вĕçленĕ хыççăн хаваспах уява хутшăнма кăмăл турĕ. Пухăннисене саламлама Александровка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Любовь Полякова, районти централизациленĕ клуб системин ертÿçи Мария Илларионова тата ыттисем те килсе çитрĕç. Вĕсене çăкăр-тăварпа, пыллă сăрапа ăшшăн кĕтсе илчĕç.
— Ял уявĕн тĕп тĕллевĕ — кунта çуралса ÿснĕ, анчах та хальхи вăхăтра тĕрлĕ çĕрте кун кунлакан тус-тантăшсемпе пĕрле пухăнса савăнасси, ял ятне, унăн сумне çÿле çĕклесси. Ялăн сăн-сăпачĕ илемлентĕр, вăл çĕнелсе, аталанса пытăр тесе чылай ĕç туса ирттеретпĕр. Халăхпа сÿтсе явса пĕр килĕшÿ патне çитни хавхалану кÿрет, вăй хурса ĕçлеме хистет, — терĕ Любовь Александровна.
Савăнмалли, хавхаланмалли Кивĕ Сĕнтĕрсен, чăнах та, пур. Акă, граждансен сĕнĕвĕсене шута илсе пурнăçлакан патшалăх программипе ялта электроэнергие перекетлеме пулăшакан çĕнĕ йышши электролампочкăсем вырнаçтарнă. Мария Алексеевна хăйĕн сăмахĕнче ял пуласлăхĕ çамрăксенче пулнине палăртрĕ. Ку, чăн та, çапла. Кивĕ Сĕнтĕр 420 çул çитнине уявлама аслă çулхисемпе пĕрлех тинрех ура çине тăракан пепкесене те илсе тухнă. Ку вăл ялăн пуласлăхĕ пысăк иккенне пĕлтерет.
Уяв кунĕнче алă ăстисен куравĕ уçăлчĕ. Унта ял çыннисен тĕрлĕ тĕслĕ çипсенчен çыхнă минтерĕсемпе салфеткисене, чечекĕсене тăратнă. Аслă Вĕрентекенĕмĕре Иван Яковлева халалласа кĕнеке выставки йĕркеленĕ. Халăх выставкăсемпе кăсăклансах паллашрĕ.
— Тин анчах ăшă та хĕвеллĕ кунсемччĕ. Сисĕнмерĕ те, ылтăн кĕркунне килсе çитрĕ. Пахча çимĕçĕ ăнса пулчĕ, вĕсене пуçтарса пĕтертĕмĕр тесен те юрать. Çавна май «Кĕр пуянлăхĕ — 2018» курав йĕркелерĕмĕр, — терĕ Галина Ванюркина. Кабачкисемпе кавăнсенчен, хăярсенчен хатĕрленĕ тĕрлĕрен юмахри персонажсемпе паллашма кăмăллă пулчĕ.
Кăшт айккинерех ял тăрăхĕн хăна çурчĕ вырнаçнă. Сцена çинче вара — «Кубняночка» халăх вокал ансамблĕ. Ял-йыш ăна кăмăлпа, ăшшăн алă çупса хапăл турĕ. Çавăн пекех куракансене çак кун Галинăпа Валерий Ванюркинсем, Александр Кокшин, хĕрсен ушкăнĕ тата ыттисем те юрăсем парнелерĕç, ял-йышăн савăк кăмăлне татах та уçрĕç. Черновсем ял-йыша пыллă сăрапа сăйларĕç, техĕмлĕ какай шÿрпи çиме сĕтел умне чĕнчĕç.
Уяв программипе килĕшÿллĕн, сцена çине çак праçнике ирттерме пулăшнисене, ял çыннисене тата уяв хуçисене Александровка ял тăрăхĕн Тав хучĕсемпе Хисеп грамотисем парса чысларĕç. «Искра» колхоз правленийĕ вара кунта пурăнакан, анчах та асăннă колхозра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ĕçченĕсене асăнмалăх парнесемпе Тав хучĕ парса чысларĕ.
— Ял кунне 20 çул каялла анлăн паллă тунăччĕ. Вăл халĕ те пирĕн асра. Унтанпа чылай вăхăт иртрĕ, ялăн сăн-сăпачĕ те самай улшăнчĕ: вăл хитреленни, илемленни — халăх пĕр-пĕрне ăнланнинче. Ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ: «Пĕрлĕхре — пирĕн вăй «, — тесе.
А.ИСАЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *