Çÿп-çап айне пулар мар!

Çÿп-çап айне пулар мар!

Çапла пулăшу ыйтса кăшкăрас килет ял çывăхĕнчи çырмасем таврашĕнчи, вăрмансенчи, çул хĕррисенчи çÿп-çап куписене курсассăн. Вĕсем кунран-кун пысăкланса пыни, ытларах та ытларах вырăн йышăнни, çĕрсе выртакан пахча çимĕç юлашкисем таврана усал шăршăпа наркăмăшлантарни, çĕмĕрĕлнĕ хатĕр-хĕтĕрсем, юрăхсăра тухнă атă-пушмак, пушă пластик савăтсемпе хутаçсем, эрех-сăра бутылкисем куçа тăрăнни чăннипех те сехĕрлентерет, çулсем иртнĕçемĕн тавралăх пĕтĕмпех çÿп-çап айне пулассăн туйăнать.
Паянхи кун тĕлне районти ялсенче çÿп-çап пăрахмалли ятарлă вырăнсене палăртнă, контейнерсем лартса панă. Вĕсене вăхăт-вăхăт килсе пушатаççĕ, çÿп-çапа ятарлă çĕре ăсатаççĕ. Килти ăпăр-тапăра çак контейнерсене килсе пăрахассинчен ансатти мĕн пултăр? Апла пулин те, кашнинех çакăн пек тума алли çĕкленмест. Темшĕн ял çывăхĕнчи çырма-çатра, вăрман, çул хĕррисем хăш-пĕрисемшĕн çÿп-çап пăрахмалли чи лайăх вырăн пек туйăнать.
Акă, сентябрĕн 20-мĕшĕнче район администрацине Хырхĕрри ял поселенийĕн территори-йĕнче саккунпа палăртман вырăнта çÿп-çап свалки йĕркелени çинчен пĕлтернĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов çийĕнчех çак вырăна çитнĕ, ял поселенийĕн пуçлăхĕпе Анатолий Воробьевпа тĕл пулнă, экологи лару-тăрăвне пăсни çинчен компетентлă органсене пĕлтерсе ятарлă мерăсем йышăннă. Вараланнă территорие сигнал хăйă-вĕсемпе карса тухнă, ЧР гигиена тата эпидемиологи центрĕн специалисчĕсем тăпрари тата сывлăшри наркăмăшлă хутăшсене тĕрĕсленĕ. Муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕ, район администрацийĕ тата ятарлă службăсем килĕштерсе ĕçлесе хими каяшĕсемпе çут çанталăка варалакансене тупса палăртнă. Çак ĕçе чăннипех те кĕске вăхăтра туса ирттернĕ. Хими каяшĕсем пирки калас пулсассăн вĕсене чи малтан Мари Эл республикинчен Ульяновск хулине утилизацилеме янă. Тĕрлĕ сăлтава пула, ăна халĕ полици ĕçченĕсем уçăмлатаççĕ, хими каяшĕсене тĕп тумасăр Эткер ялĕ çывăхĕнчи сахăр завочĕ пулнă вырăна килсе тăкнă. Кун пек тума çăмăлрах пулнă пулĕ, паллах. Хими препарачĕсене килсе тăкакансем çутçанталăка сиен кÿнине, вăл çынсемшĕн çав тери хăрушă пулнине шута та илмен. Ĕç-пуçа вăрттăн пурнăçлакансен вара явап тытма тиветех. Асăннă свалкăна çийĕнчех тасатнă. Хими препарачĕсене ятарлă вырăна утилизацилеме янă.
Çÿп-çапа, хытă каяшсене ăçта килнĕ унта пăрахса çÿрени сиенлĕ пулни çинчен каласах тăратпăр пулсан та, çак ыйту паян кун та чи çивĕччисенчен пĕри шутланать. Çырма-çатрара, ял хĕрринче свалкăсем йĕркелени тавралăх илемне пăсать çеç мар, ку вăл хăрушă та. Кашни çакăн пек купа —хăйне евĕр хими лабораторийĕ. Вăл сиенлĕ Токсинсем кăларса ларать, тавралăха варалать. Юр, çумăр каяш купи витĕр сăрхăнса тăпрана лекеççĕ, наркăмăшлă хутăшсене юхан шывсене, пĕвесене юхтарса каяççĕ. Унсăр пуçне çÿп-çап свалкисенче шăшисемпе йĕкехÿресем ырă кураççĕ, килти йытă-кушаксем çав таврашра чаваланса кил картине тĕрлĕ таса мара, чир-чĕре сĕтĕреççĕ.
Тавралăх — пирĕн кил тетпĕр. Анчах темшĕн çак килте хамăра тирпейлĕ тытма пĕлместпĕр. Хамăр пурăнакан вырăна хамăрах вараласа илемсĕрлететпĕр, пуласси пирки шухăшламастпăр. Тирпейсĕр çынсене час-часах сыснапа танлаштараççĕ. Апла эсир те, çырмана, вăрмана, çул хĕррисене çÿп-çап тултаракансем, тепре çакăн пек тума шут тытсан нăрх-нăрх теме ан манăр, тесе çеç калас килет.
Н.МЕДВЕДЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *