Асра юлнă кун

Асра юлнă кун

Нумаях пулмасть Йăвашкел ялĕнче пурăнакан ача амăшĕ героиня Клавдия Смирнова хăйĕн 90 çулхи юбилейне уявланă. Вăл ĕмĕр тăршшĕпе, тивĕçлĕ канăва тухиччен тăван «Красный Октябрь» колхозра вăй хунă. Мăшăрĕпе Вениамин Петровичпа пĕрле вĕсем 10 ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. 1974 çулта Клавдия Макаровнăна «Ача амăшĕ героиня» ятпа, орденпа тата СССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе чысланă.
Чаплă юбилейпе кинемее саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен уйрăмĕн начальникĕ Инна Лепешкина тата Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ракчеев килсе çитнĕ. Вĕсем Клавдия Макаровнăна сывлăх, телей сунса парнесемпе савăнтарнă. Инна Николаевна юбиляра Раççей Президенчĕн В.В. Путинăн саламлă çырăвне панă.
Кĕçĕн Çĕрпÿелĕнчи культура çурчĕн ĕçченĕсем пуçтарăннисене савăк юрăсемпе хавхалантарнă.
— Сире пурсăра та мана хисепленĕшĕн тав тăватăп, ку маншăн нумайлăха асра юлакан кун, — тенĕ юбиляр.
/ХАМĂР ИНФ./.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *