Ĕç вырăнĕсем пур

Районти ĕçпе тивĕçтерекен центра çынсем час-часах кĕрсе тухаççĕ. Кăçал унта çулталăк пуçланнăранпа 705 çын ĕç шыраса пынă. Вĕсенчен саккăрăшне ĕçлекенсен шутне чакарнă май ĕçрен кăларнă пулнă. Регистрациленĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,22 процентпа танлашать.
Сентябрĕн 25-мĕшĕ тĕлне 31 ĕçсĕр гражданин шутра тăрать. Районти 62 организацире 816 ваканси пур. Вĕсенче пуринче те ĕç укçи пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен пысăкрах. Ĕç рынокĕн çивĕчлĕхĕ 0,04-па танлашать.
Е.ВОЛКОВА,
специалист.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *