Пятница, 19 апреля

Улшăнусене ырланă

Улшăнусене ырланă

РФ Правительстви пенси тытăмне улăштарасси çинчен калакан саккунăн проектне июнĕн 16-мĕшĕнче Патшалăх Думине ярса панă. Августăн 29-мĕшĕнче РФ Президенчĕ Владимир Путин халăх умне тухса калаçнă, маларах сĕннĕ саккунăн проектне ĕçлесе çитерменнине палăртнă. Сентябрĕн 6-мĕшĕнче Патшалăх Думине В.Путин сĕннĕ улшăнусене ярса панă.
Маларах каларăмăр ĕнтĕ, ку сĕнÿсене Патшалăх Думинче пурте ырласа йышăннă. Патшалăх Думин Председателĕн çумĕ Сергей Неверов çак варинатпа пурте кăмăллă пулнине çирĕплетнĕ.
Аса илтеретпĕр, В.В. Путин Правительство хатĕрленĕ саккунăн проектне çак улшăнусене кĕртме сĕннĕ: хĕрарăмсен пенсие тухмалли ÿсĕмне 63-рен 60 çулччен чакарасси, нумай ачаллă амăшĕсене маларах тивĕçлĕ канăва ярасси, çитес икĕ çул тăршшĕнче пенсие тухакансене çур çул маларах çакна тума май парасси, пенси ÿсĕмне çывхарса пыракансем валли ĕçсĕрлĕх пособине ÿстересси, вăхăт çитмесĕрех пенсие тухма май паракан ĕç стажне чакарасси, ялта пурăнакан ĕçлемен пенсионерсене пенси укçи çумне 25 процент хушса тÿлесси, ĕçлемен пенсионерсен пенсийĕсене индексацилесси.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *