Тăрăшсан, ÿркенмесен ĕç ăнать

Тăрăшсан, ÿркенмесен ĕç ăнать

Истори сукмакне йĕрленĕ май çакă паллă: 1863 çулта Раççейре, Санкт-Петербург хулинче пĕрремĕш ача сачĕ уçăлнă. Ăна пуçараканĕ — Адленаида Семеновна Симонович. Часах «Детский сад» журнал кун çути курнă. Журналта ачасене пуçламăш пĕлÿ парас темăсене хускатнă, тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе явнă. Унтанпа пурнăç улшăнчĕ ĕнтĕ — хуласемпе ялсенче нумай садик уçăлчĕ.
Ачасене воспитани парасси — çĕр çинче чи яваплă та пархатарлă ĕçсенчен пĕри. Çамрăк ăру — пирĕн пуласлăх, шанăç, тĕрек. Çавна май ача садĕнчи ĕçченсен шăпăрлансене воспитани парас, вĕсен тавракурăмне аталантарас, çепĕçлĕхпе ачашлăх парнелес, сывă та тĕреклĕ çитĕнтерес ĕçре куллен тата та тăрăшуллăрах ĕçлеме тивет.
Ача садĕнче ĕçлекенсен пурнăçĕпе паллашас тĕллевпе районти «Рябинушка» ача садне çул тытрăм. Сăмах май, асăннă садикра хальхи вăхăтра ултă ушкăн ĕçлет: «Солнышко», «Теремок», «Колокольчики», «Колобки», «Ромашка», «Мишутка». Ĕçченсем пирки калас пулсан, вĕсем пурте аслă пĕлÿллĕ, апла пулин те хăйсене аталантарас тĕлĕшпе тĕрлĕрен ĕç туса ирттереççĕ.
«Колобки» ушкăна 3—4 çулхи 21 ача çÿрет, ушкăн воспитателĕ — Тамара Антоновна Шеверова. Ачасен вылямалли пÿлĕмĕнче çутă та хăтлă, илемлĕ те таса. Кунта хăйĕн ĕçне чунтан парăннă маттурсем ĕçлени куçкĕрет. Йĕри-тавра — тĕрлĕ картинăсем, теттесем. Ачасен савăнăçлă, уçă сассисем таçтанах илтĕнеççĕ.
Сăмах май, Тамара нумай ачаллă çемьере çитĕннĕ, çавна май вăл килĕнче хăйĕнчен кĕçĕннине, çав вăхăтрах кÿршĕ ачисене те самаях пăхнă. «Ачасемпе вăхăт ирттерме пĕчĕк чухнех кăмăллаттăм, çавăнпа та вăтам шкул хыççăн Шупашкарти педагогика училищине çул тытрăм», — тет вăл, çамрăклăхри кунĕсене куçĕ умне кăларнă май. Алла диплом илсен хĕре направленипе районти «Рябинушка» ача садне ĕçлеме янă. Унтанпа ĕнтĕ сахал мар çурхи шыв юхса иртнĕ…
— Шкул çулне çитмен шăпăрлансемпе 32 çул ĕçлетĕп ĕнтĕ. Хам ĕмĕрте 6 ушкăн кăлартăм. Ĕçре тĕрлĕрен пулать вăл, апла пулин те умри йывăрлăхсене парăнмасăр, вĕсене çĕнтерсе малалла ĕçлетпĕр. Кашни ачан характерĕ тĕрлĕрен, вĕсемпе пĕр чĕлхе тупсан анчах ĕç ăнать, — тет опытлă специалист.
Çапла, воспитательте кашни çынах ĕçлеймест. Унта тимлĕ, ырă та таса кăмăллă, тÿсĕмлĕ, ачасене юратакан тата ĕçне чунтан парăннă çын анчах тăрăшма пултарать. Тамара Антоновнăра çак енсем пурте пур. Чи пахи — кĕçĕн çулхи тусĕсем те ăна чунтан юратни.
— Ашшĕ-амăшĕпе килĕш-терсе, пĕр-пĕрне ăнланса ĕç-летпĕр. Ачасен канăвне тулли те паха ирттерес тесе тĕрлĕ мероприятисем йĕркелетпĕр. «Кĕрхи бала», Çĕнĕ çул уявне, Çĕршыв хÿтĕлевçин, Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕсене анлăн паллă тăватпăр. Унта ачасен ашшĕ-амăшне те чĕнетпĕр. Ахаль занятисене те кăсăк та асра юлмалла ирттерме тăрăшатăп. Унсăрăн ачасем пĕр вырăнта шăп лармаççĕ, — паллаштарчĕ хăйĕн ĕç-хĕлĕпе воспитатель.
Вăл тĕрлĕрен конкурссене хутшăнать. «Пушартан асăрхан!» конкурс валли те вĕсем материалсем хатĕрлеççĕ. Çапла майпа вăл шăпăрлансене вут-кăвар инкек кÿнине хăйне евĕрлĕ ăнлантарса парать. Экскурсисем те ачасемшĕн ют мар. Унсăр пуçне «Колобки» ушкăна çÿрекенсем район, республика шайĕнче иртекен тĕрлĕрен конкурс-викторинăсене хутшăнаççĕ, унта вĕсем малти вырăнсемпе палăраççĕ.
— Пирĕн тĕп тĕллев — ачасене тивĕçлĕ воспитани парса вĕсене шкула илсе çитересси. Вĕсем çĕршыва юрăхлă çын пулччăр, ашшĕ-амăшĕн, хăйсен, район ятне çÿлелле хăпартчăр. Ун чухне çеç: «Эпир тăрăшни çĕре ÿкмерĕ, сая каймарĕ», тесе мăнаçланма пултарăпăр, — терĕ Тамара Антоновна.
Ачасене воспитани пама çăмăл мар, анчах та ăшă та çепĕç, уçă калаçни, чун ăшшине парнелени вĕсен асĕнчен тухмĕ. Куншăн вара тăрăшулăхпа сăпайлăх, чăтăмлăх кирлĕ. Тăрăшсан, ÿркенмесен пурте пулать.
А.ИСАЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *